Пулăшу алли тăсаççĕ

Раççей инкеке пула Донбассран ирĕксĕр куçса каякансене малалла та йышăнать. Чăваш Республики те аякра тăрса юлмасть, пулăшу аллине тăсать. Çавна май ку енпе ĕçлекен ушкăн та йĕркеленĕ. Луганск тата Донецк халăх республикисенчен пирĕн тăрăха 8 çул каялла та 400 çын куçса килнĕ пулнă. Вĕсенчен нумайăшĕ вăхăт иртсен тăван тăрăхнех таврăннă. 5 çемье вара Чăваш Енре юлнă. Халĕ республика пурĕ 300 çынна кĕтсе илме хатĕрленет. Инкеке пула тăван çĕртен ирĕксĕр куçса каякансене йышăнмалли вырăнсене Чăваш Енре палăртнă. Икĕ санаторинче пурăнма пуçлĕç вĕсем. Медикаментсем çителĕклĕ. Ĕç вырăнĕсем те хатĕрлеççĕ
Back to Top