Бердянск районĕнчи вĕрентекенсем Чăваш Ене килĕштернĕ

Чăваш Ен яланах тараватлăхпа палăрса тăнă. Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан уйрăмах. Республикăра пурăнакансем, Правительствăн ертӳлĕх команди сăваплă ырă кăмăллăх пуçарăвĕсем тăтăшах ирттереççĕ. Запорожье облаçĕнчи Бердянск районне темиçе хутчен те апат-çимĕç, кулленхи пурнăçра усă курмалли таварсем тиесе йывăр тиевлĕ автомашинăсем çула тухрĕç. Унсăр пуçне ăслăлăх, вĕрентӳ тытăмĕсенче те пĕрлехи проектсем пурнăçа кĕртме палăртнă. Ун пирки Олег Николаев ирттернĕ канашлура калаçрĕç. Чăваш Ен тата Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕ ăслăлăхра тата вĕрентӳ тытăмĕнче тачă çыхăнса ĕçлесси çинчен 2023-2025-мĕш çула килĕшӳ çирĕплетнĕ. Нумаях пулмасть «Пĕрле» сесси иртрĕ. Çĕнĕ вĕренӳ çулĕ тĕлне Осипенков вăтам шкулне, унăн картишне çĕнетме палăртнă. Çавăн пекех спорт лапамĕсене те тирпейлесшĕн. Бердянск районĕнчи шкулсемпе ача сачĕсенче вăй хуракансен 18 ертӳçи Чăваш Енри ĕçтешĕсен ăсталăхĕпе паллашнă. Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров республикăри вĕрентекенсен десанчĕ çитес вăхăтра Бердянск районне çитсе ăсталăх енчен аталанма, çĕнĕлĕхсене алла илме Запорожье облаçĕнчи ĕçтешĕсене пулăшасси пирки пĕлтерчĕ. Бердянск районĕнче пурăнма, вĕренме кирлĕ условисене йĕркелес ыйтăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев тимлĕхре тытать.
Back to Top