Çулсерен хĕрӳ вырма пуçланиччен республикăра Уй кунне йĕркелеççĕ. Кăçал та вăл Çĕрпӳ тăрăхĕнче иртет. Раççейри 17 регион ял-хуçалăх техникин куравне килсе çитнĕ. Вĕсем уй-хирте ĕçлемелли 100 ытла çĕнĕ йышши хатĕрпе паллаштараççĕ. Беларуçрен те ĕçлĕ ушкăн çитнĕ. Курава республика Пуçлăхĕ Олег Николаев та хутшăнчĕ.
Ăшă çилĕ вĕрнипе пучахсем тинĕсри хум евĕр хумханаççĕ. Уй кунне килекен пур çынна та сăнав лаптăкесем илĕртеççĕ. Пĕрисем киленсе пăхаççĕ пулсан, теприсем килĕшӳсем тăваççĕ.
СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Тĕрлĕ вăрлăхсене районирировать тăвиччен малтан акса пăхаççĕ, кăтартаççĕ, удобрени сапаççĕ. Вара хуçалăхсем пăхаççĕ те килĕшсен хуçалăхсем лайăх вăрлăхсене, лайăх удобренисене туянма пултараççĕ. Çавăн пек делянкăсем нумай».
Сăнав участокĕсем пурри çĕрпе ĕçлекенсене самай пулăшаççĕ. Михайловка ял çывăхĕнче ял хуçалăх техникин чăн-чăн хули ӳссе ларни те тыткăнлать. Çĕршыври компанисем ака-суха ĕçĕсене тăвакан, им-çамлакан, тухăç пуçтаракан трактор-машин кӳрсе килнĕ.
– Пĕчĕк габаритлă техникăсем пурри савăнтарать. Мĕншĕн тесен эпир 2-мĕш çул хăйсем çине ĕçлекенсем валли тĕрлĕ пулăшу туса пыратпăр. Ку пулăшу Раççей Федерацийĕнче темиçе регионта кăна. Раççей Федерацийĕн Правительствинче 7 енлĕ пулăшу параççĕ. Пирĕн Чăваш Республикинче кăна тепĕр 7 енлĕ тĕрлĕ пулăшу. 40 процент таранччен субсиди тавăрса парасси.
СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Хир кунне эпир 2006-мĕш çултанпа ирттеретпĕр. Чăнах та, унăн калăпăшĕ ӳссе-ӳссе пырать. Кăçал 80 тĕрлĕ экспозици, 17 регионтан. Вĕсем килмен пулнă пулĕччĕç халăха кирлĕ пулман пулсан. Техника та туянаççĕ».
Çĕр çинче ĕçлекенсем специалистсенчен те сĕнӳ-канашлу илме пултараççĕ. «Уй-хир кунĕ» курав чи малтанах çĕр ĕçченĕсене пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашма, çыхăнусем йĕркелеме, çĕнĕ технологисене алла илме май паракан лапам.
ВЛАДИМИР ШУВЕРОВ: «Мĕншĕн эпир çакăн пек мероприятисенче хутшăнатпăр. Ял хуçалăх предприятисене тимлĕрех тĕпчесе пĕлме, хуçалăхсенче ертӳçĕсемпе, специалистсемпе тăтăшах калаçа ӳсен-тăран çитĕнтернĕ çĕрте тĕрлĕ проблемăсене ыйтса пĕлсе çав проблемăсене сӳтсе явнă çĕрте тĕрĕс сĕнӳ панă çĕрте хутшăнатпăр».
Паллах, вăй хумасăр çĕр тухăç памасть. Тăрăшса ĕçлекенсене Уй кунĕнче тав хучĕсемпе чысларĕç. Ял хуçалăх техникин куравĕ ыран та кунĕпех ĕçлет.
1 view
324
94
1 year ago 00:04:35 3
Тутлă та илемлĕ çырла пухаççĕ
1 year ago 00:02:19 1
«Хӑтлӑ хула хутлӑхне йӗркелесси» проект тухăçлăн пурнăçланать
1 year ago 00:02:51 2
Хамăр тăрăхра тирпейлемелле
1 year ago 00:02:31 1
Уй-хирти шкул
1 year ago 00:02:19 1
Халăх культурине пĕлни кирлĕ
1 year ago 00:02:34 1
Ашшĕн çулĕпе пырать
1 year ago 00:03:07 1
Тухăçлă Уй кунĕ
1 year ago 00:02:34 1
Çутăпа тивĕçтерĕç
1 year ago 00:03:20 1
Кĕçех вырма пуçланмалла
1 year ago 00:01:29 1
Выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ
1 year ago 00:02:12 4
Ачасене сыхламалла
1 year ago 00:02:21 1
Паттăрсем çула тухаççĕ
1 year ago 00:02:19 1
Чăваш Ен чысне хӳтĕлĕç
1 year ago 00:02:28 1
Социаллă ĕçчен кунне паллă турĕç
1 year ago 00:01:23 1
Ача сачĕнче лагерь ĕçлет
1 year ago 00:02:08 1
Ачасен кунĕнче «Пĕрремĕшсен фестивалĕ»
1 year ago 00:01:14 1
Шупашкарти район администрацийĕсене пĕрлештереççĕ
1 year ago 00:02:58 1
Фонд филиалĕ уçăлчĕ
1 year ago 00:02:49 1
Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕн çĕнĕ кĕнекипе паллашрĕç