Çынсене социаллă пулăшупа тивĕçтерес тытăмра Чăваш Енре 6 000 ытла çын кунсерен вăй хурать. Вĕсене професси уявĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. «Эсир пулăшу кĕтекен çынсен чун-чĕрине ăшă сăмахпа ăшăтатăр тата вĕсемшĕн ырми-канми тăрăшатăр. Ырă кăмăллăх, хĕрхенӳлĕх, ăшă чунлăх – сирĕн ĕçĕре çак пахалăхсемсĕр пурнăçлама патшалăх политикин тĕп тĕллевĕ пулса тăрать», – терĕ вăл.
Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерствин хисеп хутне тивĕçрĕ Любовь Самсонова. Вун-вун çул каялла, çамрăкскер, Кӳкеçри интернат çуртĕнче ĕçлеме пуçланă. Ачасемпе вăл хуйха-суйха, савăнăçа çурмаран пайласа нумай çул çак учрежденире тăрăшать.
ЛЮБОВЬ САМСОНОВА: «Ачасене юратни питĕ кирлĕ. Ачасемпе сăпайлă калаçса, интереслĕ вăйăсем выляса, ташăсем ташласа пирĕн патне те малалла килеççĕ. Ыталаççĕ, чуп тăваççĕ, саламлаççĕ, ырă сунаççĕ».
Халăха социаллă хӳтлĕх паракан тытăмра вăй хуракансем ĕçпе кăна мар, çынсене ырă сăмахпа та хавхалантараççĕ. Кунта кашниех вăй хураймасть, чунпа парăннисем кăна. Вĕсем пирки çын чунне сиплекенсем теççĕ. Аслă ăрурисене компьютер пĕлĕвне илме, финанс енĕпе тавра курăма анлăлатма пулăшаççĕ. Çавăнпа та кашнинпе уйрăммăн ĕçлеме тивет.
ВЛАДИСЛАВ ПЕРЕПЕЛКИН: «Суйма кирлĕ мар. Тĕрĕс калаçмалла. Сăмаха тытас пулать. Вĕсем патне тимлĕх нумайрах кирлĕ. Хăшĕ-пĕри ачаранах ашшĕ-амăшне пĕлмест. Нумайрах вĕсене ăшă кирлĕ. Апат-çимĕçпе, условисемпе тивĕçтересси çавăнта кĕрет».
Ачаллă çемьесене, сусăрсене социаллă пулăшу парас енĕпе çĕнĕ меслетсем ĕçе кĕреççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăнакан çемьесене пулăшса тăрассипе йĕркелесе пыракан центрсем тухăçлă ĕçлеççĕ. Вĕсенчен пĕри – «Çĕршыв хӳтĕлевçисем» патшалăх фончĕн филиалĕ нумаях пулмасть Чăваш Енре уçăлчĕ. Çак тытăмра вăй хуракансем професси уявĕнче пĕрремĕш хут туризм слетне пухăнчĕç. Вăл Шупашкар тăрăхĕнче иртрĕ. Унта вĕсем ушкăнсене пайланса тĕрлĕ хăнăхтару пурнăçларĕç, ăсталăха туптарĕç.
1 view
365
76
1 year ago 00:03:39 3
Патшалăх тытăмĕнчи ушкăнсем халăха пулăшаççĕ
1 year ago 00:02:46 2
Юратнă ĕçрен пуçарнă услам
1 year ago 00:02:21 1
Ачасене - ĕç вырăнĕсем
1 year ago 00:01:21 1
«Культурăллă шăмат кун. Раççейри халăхсен вăййисем» акци старт илет
2 years ago 00:01:22 1
«Çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондра пысăк чĕреллĕ çынсем ĕçлеççĕ
2 years ago 00:02:02 1
Тăлăха юлнă ачасене патшалăх пăрахмасть
2 years ago 00:02:32 1
Прокуратура ĕçченĕсем патшалăх пулăшăвне илме пулăшнă