Ача сачĕнче лагерь ĕçлет

Шкулсенче пур. Халĕ ача сачĕ çумĕнче те ĕçлет. Сăмах, кану центрĕсем пирки пырать. Ахаль сăмахпа каласан, лагерьсем çинчен. Вĕсем паян Шупашкарти 25 пĕрлешӳре уçăлнă.Тĕплĕнрех – пирĕн сюжетра. Ку ачасем пĕрремĕш кунтанах хастар. Вĕсем савăнăçлă. Авăн уйăхĕнчен вĕсем партта хушшине ларĕç. Халĕ вара тăван ача садĕнчен кулаççĕ, хĕпĕртеççĕ. Пĕрремĕш активлă кану центрĕсем çичĕ çул каяллах уçăлнă. Вĕсем иккĕн çеç пулнă. Шупашкарти 130-мĕш ача садĕнче виçĕ смена йĕркеленĕ. Унта 15-20 ача. АНАСТАСИЯ СЕМЕНОВА: «Эпĕ центрта ĕçлетĕп. Ачасемпе пĕрле. Кашни кур пирĕн мероприятисемпе тухăçлă иртет. Тĕрлĕ мероприятисем иртеççĕ. Ачасемпе экскурсисем, çавра сĕтелсем, вăйăсем ирттеретпĕр». Кăçал активлă кану центрĕсенче пĕр пин ытла ача çӳрĕ. Çитĕнекенен ăрăва пур енлĕ аталанма майсем туса памалла. Çак тĕллевпех республикăра «Аслисем ачасене» акци пырать. Унпа килĕшӳллĕн Шупашкарта ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕ çумĕнче спорт лапамĕ хута каймалла. Акцине кашни çынах хутшăнма пултарать. Ăна тума сенкер экранти QR-код тăрăх укçа куçармалла. Акци çулталăк вĕçĕччен пырĕ. Ачасемшĕн тĕрлĕ кăсăклă вырăнсем нумай пулĕç
Back to Top