Шкулсем çĕнелеççĕ

Хăтлă та илемлĕ шкулсенче пĕлӳ пухма, аталанма, спортпа туслашма та меллĕ. Кăçал республикăра вĕрентӳ çурчĕсене тĕпрен юсаса çĕнетессипе калăпăшлă ĕçсем пурнăçланаççĕ. Кăçал çеç тĕп хулари 7 шкулта тĕплĕ юсав ĕçĕсем иртнĕ. Çак кунсенче Шупашкарти 5 шкул ачасене йышăнма пултарнă. 2 шкулта – 27-мĕш тата 30 мĕш шкулсенче юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ. Вĕсенче те тасатса тирпейлесен ачасем малтанхи йĕркепе вĕренме пуçлĕç. Хальлĕхе шкул ачисем кӳршĕ шкулсенче ăс пухаççĕ. Регионти 53 шкула, 35 ача-пăча садне, 3 çуллахи лагерь çуртне юсаса çĕнетме пĕтĕмĕшле 2 млрд тенкĕ уйăрнă. Паянхи куна 75 вĕрентӳ çурчĕнче юсав ĕçĕсем вĕçленнĕ, 9-шĕнче ĕçсем планпа килĕшӳллĕн пурнăçланаççĕ. 7 вĕрентӳ учрежденинче палăртнине вăхăтра пурнăçласа ĕлкĕреймен. Çав шутра Етĕрне, Йĕпреç, Шупашкар районĕсенчи тата тĕп хулари шкулсемпе ача сачĕсем. «Вĕренӳ» тата «Демографи» наци проекчĕсемпе килĕшӳллĕн, 2020–2022-мĕш ҫулсенче республикăра 3 шкулпа 9 ача сачĕсем хута яма плана кĕртнĕ. Паянхи куна виҫĕ ача садĕнче тата икĕ шкулта строительст
Back to Top