Республика Пуçлăхĕ тӳрĕ эфирта пулчĕ

Канмалли кунсенче çил тăвăл, пăр çунă вăхăтра Федерацин Атăлçи тăрăхĕнчи чылай субъектра инкек-синкек сиксе тухнă. Раççейĕн синкерлĕ лару-тăру министерствин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 520 ял тăрăхĕнче электричество пралукĕсем юрăхсăра тухнă. 550 йывăç ӳкнĕ. 41 çурт тата 7 социаллă пĕлтерĕшлĕ учрежденисен тăррисене сӳсе кайнă. Чăваш Енри лару-тăру пирки паян Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев «РБК-ТВ» телеканалăн «День. Главное» кăларăмĕн тӳрĕ эфирĕнче каласа пачĕ. Республика Пуçлăхĕ чи малтанах хĕн курнă мунициплатетсен шăпи çинчен каласа пачĕ. 17 пин ытла çын пĕр харăсах тĕрлĕ йывăрлăха лекнĕ. Пĕрисен çутă сӳннĕ, теприсен çурт тăрри вĕçсе кайнă. Социаллă пĕлтерĕшлĕ 45 учреждение те çăмăл пулман. Шкул, клуб, сыватмăш, ача сачĕ тата ытти харпăр кил-çурт хушма хуçалăхсем улакан çил, пăр айне пулса тăнă. Халĕ ятарлă службăсем мĕн пур тăкака шутлассипе ĕçлеççĕ. Вĕсене хута ярассипе вăй хураççĕ. Республика бюджетĕнчен кĕске вăхăтра укçа уйăрса çак объектсене пурнăçа кĕртме палăртнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев электричество хăтлăхĕпе пурне те тивĕçтерни пирки каларĕ.
Back to Top