Класс ертӳçисен форумне хутшăнĕç

Çĕршывăн тĕп хулинче юпа уйăхĕн пуçламăшĕнче класс ертӳçисен форумĕ иртĕ. Ăна Раççей Президенчĕ Владимир Путин Хушăвĕпе килĕшӳллĕн йĕркелеççĕ. Педагогпа наставник çулĕнче ку тĕп пулăм пулĕ. Форум виçĕ пин ытла класс ертӳçине пĕр лапама пухать. Чăваш Енрен Мускава çирĕм ытла вĕрентекен каять. Республикăри класс ертӳçисем форума хутшăнма тĕрĕслевĕн ултă тапхăрне парăнтарнă. Вĕсемпе пирĕн пултарулăх ушкăнĕ тĕл пулчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти 18-мĕш лицейра ĕçлекен Елена Павлова чăваш апат-çимĕçне янтăлать. Ун урлă амăшĕ тĕпренчĕкĕсене Тăван çĕршыва юратма ăша хывать. Килте те, ĕçре те ку уншăн тĕп вырăнта. Пĕлӳ çуртĕнче вăл кĕçĕн класри ачасене вĕрентет. ЕЛЕНА ПАВЛОВА: «Уроксенче эпир ачасемпе чăваш халăхĕ çинчен фильмсем пăхатпăр, чăваш тĕррисем пирки нумаях калаçатпăр. Физкультура урокĕсенче эпир ачасемпе чăваш вăййисене вылятпăр. Чăваш чĕлхине пĕлни, тăван халăх историне пĕлни паянхи кун ачасене питĕ кирлĕ тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен кашни çын пĕлмелле кам пулнă унăн аслашшă-асламăшĕсем». Елена Михайловна класс ертӳçисен форумне пĕрремĕш хут хутшăнать. Иртнĕ çулта вăл унта волонтер пулнă. Форума хутшăнакан 23 çын йышне лекни вĕрентекеншĕн пысăк чыс. Вăл ăсталăх лаççисене хутшăнма, паха опытпа паллашма, тус-юлташсем тупма шанать. Шупашкарти 40-мĕш шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Александр Степанов та телейлисен йышĕнче. Тĕрĕслев ансат мар пулнине калать вăл. Уйрăмах улттăмĕш тапхăр. Унта класра мĕнле ĕçленине виçĕ минутра уçса памалла пулнă. АЛЕКСАНДР СТЕПАНОВ: «Чăваш халăхĕн ĕмĕртенех пыракан çичĕ пил концепцие тĕпе хутăм. Паллах, ку концепцие Геннадий Никандрович Волков йĕркеленĕ, пĕтĕмлетнĕ. Ĕç, сывлăх, туслăх тата ытти принцип манăн ĕçре тĕл пулаççĕ. Тĕл пулаççĕ кăна мар, эпĕ хамăн ĕçе çавсем çинче йĕркелетĕп те. Çавăнпа ку форумра пуçтарăнкан класс ертӳçисемшĕн те кăсăклă пулать пуль тесе шутлатăп». Класс ертӳçин ĕçне халăх йăли-йĕркипе культури çинче никĕслет вăл. Ыттисем хăйсем ĕçне мĕнле йĕркелеççĕ? Ачасемпе пĕр чĕлхе мĕнре тупаççĕ? Ку тата ытти ыйтăва Александр Степанов форумра уçăмлатма тĕллевлет.
Back to Top