Красноармейски тăрăхĕнчи «КЕТРА» заводăн кирпĕчĕсемпе тĕп хуламăрти «Университетский» тата «Солнечный» микрорайонсенчи ача-пăча сачĕсене хăпартнă. Хальхи вăхăтра Кӳкеçре шкул, Шупашкарта Сергий Радонежский ячĕллĕ чиркӳ çĕкленĕ çĕрте усă кураççĕ. Пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев паллашрĕ.
2013-мĕш çулта «КЕТРА» заводра пĕрремĕш кирпĕч «пиçсе тухнă». 10 çул хушшинче вара кунта пĕр миллион та 700 000 тонна тăмран кирпĕч туса кăларнă. Тăмне кăлармалли вырăн инçех мар, пĕтĕмпех тăван çĕр тивĕçтерет. Пĕрлешӳре тăрăшакансем те пурте тенĕ пекех Красноармейски тăрăхĕнчен. Вĕсем çак завода çĕклеме пуçланăранпах кунта тăрăшаççĕ, çавăнпа та хăйсен ĕçне лайăх пĕлеççĕ, тĕплĕн пурнăçлаççĕ.
АНДРЕЙ ИВАНОВ: «Сарă тĕслĕ кирпĕч кăларатпăр, хĕрлĕ тĕслĕ кирпĕч кăлартпăр. Пĕтĕм хатĕрĕсем, пĕтĕм тăм хатĕрĕсем хамăр Чăваш Республикинчен. Çак заводра нумай çамрăк ĕçлет, çак работникĕсем çамрăк ачасем ĕçлеме пуçланă стройка пуçламăшĕнченех 10 çул каялла. Халь вĕсем автоматика енчен ĕçлеççĕ». Заводра пĕтĕм ĕçе автоматизациленĕ. Çынсен хăйсен аллисемпе нимĕн те тумалла мар. Çак хатĕрсем ан çĕмрĕлччĕр тесе тăрăшмалла, вĕсене вăхăтра пăхса тăмалла.
ЭДУАРД АНДРЕЕВ: «Эпĕ механик по ремноту обслуживания должность ĕçĕпе ĕçлетĕп. Конвейерсем пăхса тăратпăр, юсатпăр, оборудованисене пăхатпăр. Ăçта çĕмрĕлет, ăçта юсамалла – çавсене юсакаламалла. Кирпĕчне кăларма малтан тăмне илсе кĕреççĕ, унтан тăмне вырттараççĕ, унтан экскаваторпа формовкăна. Формовка тăрăх операторсем малалла ĕçлеççĕ. Вĕсем чипер ĕçлеччĕр тесе пăхса тăратпăр». Пĕрлешĕвĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă хыççăн Чăваш Ен пуçлăхĕ кунта тăрăшакансемпе çавра сĕтел ирттерчĕ. Республикăра çакăн евĕр заводсем нумайрах çĕклесси пирки палăртрĕ. Малашнехи тĕллевсене те сӳтсе яврĕç. Çавăн пекех вăл ĕçченсене çывхарса килекен строительсен кӳнĕпе саламларĕ. Сăмах май, пĕрлешӳре ĕçлекен Сергей Никифоровăн – уяв. Менельник тата строительсен кунĕ ячĕпе саламласа республика ертӳçи ăна кĕнекепе алла çыхмалли сехет парнелерĕ.
1 view
260
71
9 months ago 00:03:05 1
Чăваш Енре çемье çулталăкне уçрĕç
9 months ago 00:02:15 6
Вăрлăх пахалăхне тĕрĕслеççĕ
9 months ago 00:14:41 1
Паха вăрлăх акмалла
10 months ago 00:06:33 1
Яйцо пашот. Два рецепта: с уксусом и без уксуса + сравнение. Вкусная сервировка.
10 months ago 00:05:11 1
Юрий СМИРНОВ : «Караван» («Восточная картинка») (LP 1972) / Ансамбль РНИ Эммануил ШЕЙНКМАН