6 пине яхăн ача чăваш тĕррилĕ парнене тивĕçнĕ

Кăçал çут тĕнчене килнĕ 6 пине яхăн ача чăваш тĕррилĕ парнене тивĕçнĕ. Çак хавхалантару мелĕ «Эпĕ Чăваш Енре çуралнă» акципе килĕшӳллĕн пурнăçланать. Амăшĕн кунĕ тата чăваш тĕррин уявĕ умĕн республикăри ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алёна Елизарова пепкесене çут тĕнче парнеленĕ çемьесене парне пуххисемпе чысларĕ.
Back to Top