Саккун сакки сарлака, çитсе лармалла мар теççĕ халăхра. Чăнах та, ирĕкпе усă курма пĕлмелле. Ку тытăмра вара кăткăслăх чылай, специалистсăр ыйтăва татса пама та йывăр. Çакна «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн Чăваш Енри уйрăмĕнче те лайăх ăнланаççĕ. Вĕсем ятарлă çар операцине хутшăнакансене, салтаксен çывăх çыннисене юриди пулăшăвĕпе тивĕçтереççĕ. Ятарлă çар операцине хутшăннă. Çапах та шантарнă тӳлевсем халĕ те çитмен. Пулăшу ыйтса салтаксемпе çывăх çыннисем «Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн Чăваш Енри уйрăмне çитнĕ.
МАРГАРИТА ЯСТРЕБЦЕВА: «Ман упăшка СВОра аманнă. Ăна хĕсмете тивĕçлĕ мар тесе йышăнчĕç. Çав категори пирки выплатăсем пирки ыйтса пĕлесшĕнчĕ эпир. Документсем çук. Пире акт тума пулăшаççĕ». Хĕсмете урăх каяйманнине Маргаритăн упăшкине иртнĕ çулта раштав уйăхĕнче каланă, хутпа та çирĕплетнĕ. Çапах та халĕ те çар чаçĕнчен кирлĕ хутсене ярса паман.
МАРГАРИТА ЯСТРЕБЦЕВА: «Документсене çар чаçĕнчен кĕтетпĕр. Тепĕр уйăх çак уйăх хушшинче куçмасан документсем вара малалла адвокатсемпе çырусем çыратпăр. Пире документсем паччĕр». Маргаритăн кĕтмелле пулсан Еленăн ыйтăвĕ çывăх вăхăтра татăлмалла. Унăн мăшăрĕ ятарлă çар операцине урăх çар округĕнчен кайнă. Çавăнпа тĕпренчĕке вăл ача садне тӳлевсĕр яраймасть. Еленăна пулăшма шантарчĕç.
ЕЛЕНА ЗАЙЦЕВА: «Фонд кашние çак ятарлă çар операцие хутшăнакан çамрăксене пулăшма тăрăшать. Вĕсен çĕмйисене те. Паллах, хăй фончĕ пĕччен пулăшма пултараймасть. Ун валли ытти çынсем килсе пулăшма, ятарлă специалистсем. Паянхи кун пирĕн пата юристсем килчĕç. Вĕсем юридически пулăшусем параççĕ. Эпир çынсене пулăшма тăрăшатпăр». Ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшасси – фондăн тивĕçĕ. Çакăн евĕр тĕл пулусене тĕрлĕ специалистсемпе кашни уйăхрах йĕркелеме палăртаççĕ унта ĕçлекенсем.
1 view
2457
810
2 months ago 00:03:49 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ “МАН ПУШКӐРТӐСТАН“ (“Мой Башкортостан“) . Сл. и муз. Ирины Саригель (Ирины Сухаревой)
2 months ago 00:03:50 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ. “МОЙ БАШКОРТОСТАН“. Сл. и муз. Ирины Саригель (Ирины Сухаревой)
3 months ago 00:03:14 1
МОЙ БАШКОРТОСТАН Сл. и муз. Ирины Саригель(Сухаревой). Исп. РАДИК ВАЛЬМУХАМЕТОВ, народный артист РБ.
5 months ago 00:02:52 1
«Хавхалану» фестиваль иртрĕ
6 months ago 00:02:13 1
Гимн Чувашии - “Çурхи тěнче вăраннă чух“ (“Когда весны высокий свод“) [Русский перевод / Eng subs]
9 months ago 00:02:44 1
Литература музейĕнче Алексей Талвир çуралнăранпа 110 çул çитнине паллă турĕç