Вĕсем тăнăç пуласлăхшăн кĕрешеççĕ, халăха тăшман уринчен хӳтĕлеççĕ. Пĕлтĕр, çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Чăваш Енре «Атăл» наци батальонĕ йĕркеленчĕ. Салтаксен чăмăртанăвĕ Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе кунсеренех пурнăçлать. Пĕчĕк, çапах пĕлтерĕшлĕ уявра «Атăл» батальонри салтаксем пирĕн ĕçтешсемпе çыхăнăва та тухрĕç.
«ЛАВР»: «Çулталăк каялла пирĕн батальон вĕренӳ центрне пухăнчĕ. Унта вĕреннĕ хыççăн сентябрь уйăхĕнче эпир кунта ирĕклĕ çынсен ирĕклĕхне сыхлама пулăшма кĕтĕмĕр». «Лавр» хушма ятпа паллă салтак «Атăл» батальон мĕнле йĕркеленсе кайнине паянхи пекех астăвать. Çак çар чаçĕнчен вăл мĕн пуçламăшĕнченх.
«ЛАВР»: «Пирĕн тĕп тĕллев – тĕрлĕ ушкăнсене çыхăнтарса пĕр çыхăнупа пĕр чышкă пек тăшмана çĕнтересси. Хушăран çыхăну кабелĕ татăлсассăн пирĕн ачасен хырăм çинче шуса умнелле каймалла пулать, пехотăран та умне таврăнса çитмелле пулать». «Атăл» батальонра тĕрлĕ професси çынни те пур: строительсем те, вĕрентекенсем те, пуçлăхсем те. Тăван çĕршыва пулăшу кирлĕ вăхăтра вĕсем айккинче юлма пултарайман.
«ЛАВР»: «Пире кунта пурне те пĕр шухăш çыхăнтарать – эпир хăвăртрах çĕнтерсе киле таврăнасшăн. Эпир кунта пирĕн киле фашизм ан килтĕр тесе килнĕ, пирĕн ачасем вăрçă ан курччĕр тесе, пирĕн патшалăх – Раççей яланах мăнаçлă пултăр тесе. Эпир пурте пĕлетпĕр, эпир çĕнтеретпĕр, çĕнтерӳпе киле таврăнатпăр эпир». Мăн асаттесенчен пыракан паттăрлăх йăхне малалла тăсакансене Чăваш Ен те тĕрев парса тăрать. Хавхалану салтаксене малтан мала талпăнма вăй парать.
АЛЁНА ЕЛИЗАРОВА: «Спецоперацине хутшăнакан салтаксем халĕ пурте пĕр пек пулăшу илме пултараççĕ. Салтаксен çемйисем те пулăшупа усă курма пултараççĕ. Вĕсен хушшинче ачасене шкулта тӳлевсĕр апатлантарасси, стипенди илесси тата çемьесем спорт, культура учрежденийĕсене тӳлевсĕр кайса курма пултараççĕ». Йывăр тапхăра пĕрлехи вăй çăмăллатать. Çавăнпа та салтаксем ентешлĕх, тăванлăх, туслăх туйăмĕсене мала кăлараççĕ. Мăнаçлă юхан шыв ячĕпе хисепленекен батальон çар çыннисене шыв хумĕ евĕр вăй парса тăрать.
«НИКОЛА»: «Малти позицинче нумай юлташ ĕçлет: «Натс», «Лавр», «Эльдорадо» хамăрăн наци батальонĕнчен. Питĕ лайăх ĕçлетпĕр, туслă, никама та пăрахмастпăр, питĕ йĕркеллĕ».
2 views
221
53
2 months ago 00:45:12 1
Violences rituelles, trafic humain : « Nous sommes en plein combat spirituel » – Michel Veuthey
2 months ago 00:04:42 1
Памяти “Гиви“ - командира батальона “Сомали“, ДНР (1980 - 2017)
2 months ago 00:12:23 1
LE TOUT NOUVEAU DRONE DE COMBAT RUSSE DÉTRUIT EN UKRAINE ( PAR LES RUSSES )
2 months ago 00:48:45 1
Песни о Великой Отечественной войне, в кино СССР.
3 months ago 00:03:34 1
« Un album de combat » : Indochine revient avec un nouveau disque évènement
4 months ago 00:09:46 1
TRUMP ET POUTINE MÈNENT LE MÊME COMBAT CONTRE L’EMPIRE DÉCADENT
4 months ago 00:06:34 1
1 Cup Per Day to Combat Depression | ایک کپ روزانہ اور ڈپریشن ختم
4 months ago 00:00:59 1
Батальон мобилизованных из Чувашии разбит. Сообщают о десятках погибших и раненых