Пулас педагогсемшĕн тĕслĕх

Ырă вăрлăх çимĕç паратех, ырă пуçару та хăйне валли çул тупатех. Çакна Чăваш Енре пĕлтĕр йĕркеленĕ вĕрентекенсен ассоциацийĕ те кăтартать. Унăн пайташĕсем педагог пулма хатĕрленекен студентсемпе тĕл пулчĕç. Республикăри чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем Раççей Федерацийĕн Вĕрентекен тата вĕрентӳçĕ çулталăкне тата И. Я. Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă семинара тĕрлĕ тăрăхран килчĕç. Çĕр тĕрлĕ професси хушшинче пуринчен те уйрăлса тăраканни, чи кăткăсси тата сăвапли педагог ĕçĕ шутланать. Атте-анне чĕлхине ăша хывма пулăшни вара пушшех те сăваплă. НАТАЛЬЯ АЛЕКСАНДРОВА: «Эпĕ çав тери юрататăп хамăн ĕçе. Çавăнпах, тен, чăваш чĕлхи вĕрентекенĕ пулма суйласа та илнĕ пулĕ. Мĕншĕн тесессĕн, ман шутпа, ку чи сăваплă ĕç. Атте-анне чĕлхине хамăн пĕчĕк ачасене, пепкесене парса хăварса вĕсене малалла аталантарма май туса пани вăл çав тери пысăк япала. Питĕ пархатарлă ĕç вăл. Хула шкулĕнче ачасене чăваш чĕлхине вĕрентме йывăр тесе калас килмест ман пĕрре те. Кам урока килет – вĕсем хавхалансах, юратсах вĕренеççĕ. Чăвашла тĕрлĕ конкурссене те хаваспах хутшăнаççĕ». Вĕрентекенпе вĕренекенсем – ĕмĕр «пĕрле пуплекенсем». Педагогăн ĕç-хĕлне малалла тăсас, ят-сумне çĕклес тĕлĕшпе уйрăм ĕç туса пыраççĕ И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ĕçченĕсем. ВЛАДИМИР ИВАНОВ: «Чăваш наци конгресĕ чăваш çĕрĕ çинче ĕçлекен чи маттур вĕрентекенсене пирĕн пата пуçтарчĕ. Мĕншĕн тесессĕн çак вĕрентекенсенчен нумай килет чăваш чĕлхине упрасси, литературипе кăсаклантарасси. Çавна май ĕнтĕ пирĕн педагогика университечĕ шкул ачисемпе кăна мар çыхăну тытса пырать, шкулта ĕçлекен вĕрентекенсемпе те. Паян пирĕн университета чи маттур вĕрентекенсем килнĕ. Вĕсем тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тĕрлĕ наградăсем илнĕ». Ĕç çынни хисепе тивĕç. Вĕрентÿ ĕçне чунтан парăннă педагогсене тĕл пулура парнесемпе хавхалантарса çирĕплетрĕç. Чăваш наци конгресĕ çумĕнчи чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен Ассоциацийĕ йĕркеленĕ семинар учительсене пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма, малалла та çитĕнӳсем тума пулăшасса шанаççĕ ăна пуçаракансем. ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ: «Кăçал верентекенсен çулĕ. Çак çулпа эпир ĕç планне нумай пархатарлă япаласем кĕртсе хунă. Çав хушăрах çак паян ирттерекен мероприяти ĕç планĕнче вăл пирĕн. Пирĕн тĕп тĕллев – çак учительсене, вĕрентекенсене пĕрле явăçтарса тĕрлĕ вĕрентӳ меслечĕсем, вырсарни шкулĕсем. Регионсенче чăвашла вĕрентмелли майсем шырасси».
Back to Top