Чунĕпе вăйлă

Вĕсенче арçынлăх палăрать. Тӳсме тивнĕ йывăрлăх сывлăх енчен хавшак çынсене чунĕпе тата та вăйлăрах пулма хистет. Шăпах вĕсене халалласа раштав уйăхĕн 3-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнчере сусăрсен кунне паллă тăваççĕ. Çамрăксене тата вĕсен вĕрентекенĕсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев саламларĕ. Трактор тăвакансен культура керменĕнче сывлăх енчен хавшак çынсем пухăнчĕç. Чи малтанах республикăри учрежденисем хатĕрленĕ куравпа паллашрĕç. Сусăр çынсем валли 21-мĕш ĕмĕрте тĕрлĕ хатĕр пур. Ĕçлекен алă, утакан ура. Вĕсене вара Чăваш Енре те тăваççĕ. Кунсăр пуçне сывлăх енчен хавшак çынсен ăс-тăнне анлăлатма çĕнĕ технологисем кĕрсе пыр
Back to Top