Советник кампа ĕçлет?

Иртнĕ вĕренӳ çулĕнче республикăра çĕнĕ проект пурнăçа кĕчĕ. Унпа килĕшӳллĕн 435 шкул директорĕн советникĕ ĕçлеме пуçларĕ. Кăçалхи авăн уйăхĕнчен вĕсем професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче те пур. Малашнехи ĕçсене палăртма советниксемпе Чăваш Енри вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров тĕл пулчĕ. Кăçал авăн уйăхĕнчен республикăри техникумсенче 30 советник ĕçе пикеннĕ. Професси пĕлĕвĕ паракан учрежденисенче вĕсен шутне халĕ ӳстерсе пыраççĕ. Канашçăсем ачасене çĕршыв историйĕнчи паллă пулăмсемпе тата кунсемпе паллаштараççĕ. Вĕренекенсене тĕрлĕ проекта пурнăçа кĕртме пулăшаççĕ. ЕКАТЕРИНА ПЛАТОНОВА: “Регион шайĕнче т&#
Back to Top