Паллă кунпа — пулăшу

«Атăл» батальон йĕркеленнĕренпе – çулталăк. Мухтавлă салтаксем кашни кунах хăйсен тивĕçне ятарлă çар операцинче пурнăçлаççĕ. Чăваш Енре йĕркеленнĕ батальон салтакĕсене уявпа ентешсем те саламларĕç. Чăваш Енрен вĕсем патне гуманитари пулăшăвĕ çитрĕ. «Атăл» батальонра 200-е яхăн çын. Ытларах пайĕ Чăваш Енрен. Халĕ салтаксем çĕршыва Донецкпа Луганск тăрăхĕсенче хӳтĕлеççĕ. Фронтăн малти ретĕнче тăшмана тĕп тăваççĕ. Хăюллăх кăтартнăшăн иккĕшне Паттăрлăх орденĕпе, вуннăшне «Çапăçура палăрнăшăн» медальпе, çирĕм ытла салтака «Çапăçури хастарлăхшăн» иккĕмĕш степеньлĕ медальпе чысланă. Хĕсметри ентешсене республикăра пурăнакансем май килнĕ таран пулăшса пыма тăрăшаççĕ. Ку йышра Чăваш наци конгресĕ те. Иртнĕ уйăхсенче пĕрлешӳ пайташĕсем пысăк ушкăнпа пухăнса фронт валли хӳтлĕх каррисем çыхрĕç. Батальонăн çуралнă кунĕ тĕлне ятарлă виткĕчсене конгресс салтаксем патне илсе çитерчĕ. Çавăн пекех çар тивĕçне чыслă пурнăçлакан ентешсене пĕрлешÿ президенчĕ тĕрлĕ çи-пуç, куллен çăвăнса тасалмалли хатĕр-хĕтĕр, конгресăн 30 çулне халаланă кĕнеке парнелерĕ. ВАЛЕРИЙ КЛЕМЕНТЬЕВ: «Пурне те сывлăх сунатпăр. Халăхпа пĕрле пулма чĕнетпĕр. Уйрăмах паянхи кун. Пурин те киле килсе тăвансемпе, халăхпа пĕрле савăнмалла пултăр».
Back to Top