«Хăрушсăр ачалăх» форум иртрĕ

Çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнчен шкул ачисен кану тапхăрĕ пуçланать. 3 уйăх хаваслă çеç мар, хăрушсăр та ирттĕр тесе тĕрлĕ тытăм ĕçченĕсем тимлеççĕ. Ачасене хӳтĕлемелли кун умĕн Шупашкарта «Хăрушсăр ачалăх» форум иртрĕ. Унта çитĕнекен ăрăва пур енлĕн сыхлассипе çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврĕç. Шупашкарти 65-мĕш пĕлӳ çуртĕнче паян уяв. Тинех ĕнтĕ шкул çумĕнчи лагерь уçăлать. Эппин, ачасем малашне вĕренӳ çуртне парта хушшинче ларса паллăсем илме мар, канма, сывлăха çирĕплетме çӳрĕç. Анчах кану вăхăчĕ савăнăçпа тата телейпе çеç асра юлтăр тесен хăрушсăрлăх пĕрремĕш вырăнта пулмалла. Çакăн çинчен пĕчĕккисене аслисем яланах аса илтерсе тăма тивĕç. Кун çинчен «Хăрушсăр ачалăх» форумра та калаçрĕç. – Çулла пуçламăшĕнче ачасен хăрушсăрлăх ыйтăвне тепĕр хут сӳтсе явни – вăл питĕ усăллă япала. Çак вăхăтра çак ачасен хăуршсăрлăхĕ пирки ятарлă форума та пухăнса калаçатпăр, анчах та, калас пулать, çак ĕçе эпир кашни кун питĕ тарăннăн тĕпчесе, тĕрлĕ енлĕ туса пыратпăр, çавăнпа та пирĕн ĕç пĕр кунпа нихăçан та чарăнман та, чарăнмасть те, чарăнма пултараймасть те. Форум инкек-синкексен шутне чакарма, çитĕнекен ăрăва хăрушсăрлăх çинчен тĕрĕс ăнлантарма, вĕрентме пулăшмалла. Хальхинче унта Чăваш Енри, Чĕмпĕр облаçĕнчи тата Мари Элти 600-е яхăн специалист хутшăнчĕ. МАРИНА ВЕСЕЛОВА: «Эпир çула çитмен ачасем сахалтарах правонарушенисем туччăр тесе тăрăшатпăр. Пирĕн муниципаллă округра лагерьсенче акцисем тăватпăр: “Правила дорожного движения“, “Пожарная безопасность“. Çавăн пек ачасемпе питĕ тăрăшуллă ĕçлеме тесе шутлатпăр. Çак форумра питĕ нумай пĕлÿсем илмелле тесе шутлатăп». Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çемьесене пулăшасси, ачасене эрех-сăра, наркотик витĕмне лекесрен сыхласси. Çак тата ытти çивĕч ыйтăва секцисенче сӳтсе яврĕç. Форумра çуралнă сĕнӳсене резолюци евĕр йĕркелесе влаç органĕсене çитерĕç.
Back to Top