Хоккей коробки вырнаçтарĕç

Республикӑра «Аслисем – ачасене» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ пурнăçланать. Вӑл Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнă «Ачалӑх ячӗпе, ачалӑхшӑн» марафонӑн пӗр пайӗ шутланать. Ӑна республикăри вӗренӳ министерстви, Чăваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ тата ҫӗршыври ача-пӑча фончӗн регионти уйрӑмӗ пӗрле кашни муниципалитетра ирттереҫҫӗ. Акцине предприятисем, организацисем, депутатсем, çамрăксен пĕрлешĕвĕсем, волонтер отрячĕсем тата ыттисем те хутшăнма пултараççĕ. Ыр кăмăллăх пуçарăвĕнче пухăннă укçа-тенкĕне муниципалитетсенчи ачасен фончĕсене, шкул библиотекисене литературăпа, вĕрентÿ учрежденийĕсенчи кружоксене музыка инструменчĕсемпе, оборудованипе, тумсемпе тивĕçтерме, спорт тата вăйă лапамĕсем тума куçарĕç. Меллӗ пултӑр тесе, укҫана ятарлӑ QR-код урлӑ куҫармалла тунӑ. Кашни тăрăхăн хăйĕн кодчĕ. Куславкка тӑрӑхӗнче ҫак ятпа йӗркеленӗ уява Чăваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров хутшӑнчӗ. Ыр кӑмӑллӑх акци пулăшнипе кунта пуласлăхра хоккей коробкине вырнаҫтарасшăн. НАДЕЖДА ЛУКИНОВА: «Çак акципе эпир хамăр ачасем валли, хăнана килекен ачасем валли ФОК территоринче хоккей коробкине вырнаçтарса лартасшăн. Ăна вырнаçтарма эпир укçа пустарма пусларăмăр. Паянхи кун çак акципе пирĕн фондăн счĕченче 100 000 укçа хатĕр. Тата пире тепĕр 250-300 000 укçа кирлĕ пулать-ха. Ĕçлеме вăхăт пур-ха пирĕн тата 1-мĕш октябрьччен, çавăнпа тăрăшатпăр çак укçана пуçтарма». НАДЕЖДА ВАСИНА: «Нумай çул ачасемпе ĕçлетĕп. Пирĕн ачасем конькипе ярăнма юратаççĕ, хĕлле вĕсем хоккейла вылясшăн, пире питĕ хоккейный площадка кирлĕ». Куславкка тăрăхĕнчи яш-кĕрĕм спорта питĕ кăмăллать. Хальхинче те вĕсем спорт уявне йышлăн, шавлăн, пысăк шайра ирттерсе ячĕç. «Аслисем – ачасене» ыр кӑмӑллӑх акцийӗ хамăрăн ачасен пурнăçне кăсăклăрах, телейлĕрех тата хăрушсăр тума пулăшĕ, тăван тăрăх аталанăвĕшĕн те ку паха пуçару.
Back to Top