Паха медицина пулăшăвне илес тесе пин-пин çухрăм парăнтарнă. Çак кунсенче Чăваш Ене Румыни çĕршывĕнчен 18 çын килсе çитнĕ. Вĕсем куç сывлăхне сиплесе, операци тутарса лайăхлатĕç. Чăваш Республикинчи офтальмологи центрĕ румынсене мĕнпе илĕртнĕ? Хуравĕ – черетлĕ сюжетра.
Куç микрохиругийĕн Шупашкарти филиалне Румыни çĕршывĕнчен килнĕ чи çамрăк пациент 5 çулти Матэй-Андрей. Арçын ачан ашшĕпе-амăшĕ операци тума ыйтса тĕрлĕ çĕршыври тухтăрсемпе канашланă. Анчах Шупашкарта çеç вĕсене пулăшма килĕшнĕ. Япăх курнине пула офтальмологи центрне Матэй-Андрей ашшĕ-амăшĕн аллинче тытăнса çеç килнĕ. Иртнĕ çул вăл куç витĕмне улăштарассипе çыхăннă операцине тӳссе ирттернĕ ĕнтĕ. Хальхинче вара çакнашкал ĕç сулахай куçне тунă. Операцисем хыççăн арçын ача ытти çын пекех лайăх курма тытăнĕ.
ВЯЧЕСЛАВ СКВОРЦОВ: «12 çулхи ача нистагм, косоглазие теççĕ, чалăш куçпала. Ăна та сиплетпĕр. Шупашкар филиалĕ вăл пĕрремĕш филиал уçăлни. Унсăр пуçне Шупашкар филиалĕнче Святослав Николаевич Федоров ĕçлеме пуçланă. Вăл та чи чаплă самант».
Тепĕр Румыни хĕрĕ та Чăваш Енре хăйĕн ĕмĕтне пурнăçлама пултарнă. Вăл çут тĕнче илемне пач та курайман. Унăн ашшĕ те, амăшĕ те шурă туяллисен шутне кĕреççĕ. Тухтăрсем пулăшнипе Румыни хĕрĕ хăйне телейлĕрех туйма пуçланă. Шур халатлă асамçăсем инçетрен килнĕ хăнасене катаракта чирĕнчен сипленме, куç çивĕчлĕхне лазер хатĕрĕпе вăйлатма та пулăшаççĕ. Çакнашкал тĕслĕхсем Шупашкарти офтальмологи центрĕн тата Чăваш Енĕн шайне çӳлелле çĕклеме пулăшаççĕ.