Ачасене - ĕç вырăнĕсем

«Ĕçчен алă ĕç тупать», – тенĕ ĕлĕк ваттисем. Пирĕн Республикăра халăха ĕçпе тивĕçтерес тесе нумай тăрăшаççĕ. Шкул ачисем те вĕренӳрен пушă вăхăтра тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ. Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова çамрăксене ĕçпе тивĕçтерес тесе мĕнле ĕç-пуçсем туса ирттерни çинчен пĕлтерчĕ. Шкул ачисем библиотекăпа архивсенче, курьер, официант, вожатăй тата ытти çĕрте ĕçлеççĕ, пушă вăхăта усăллă ирттереççĕ. Ĕçпе тивĕçтерекенсем те çамрăксем яваплăха туйса, хавхаланса тăрăшнине палăртаççĕ. Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерстви 2023-мĕш çулта 14-18 çулхи 15 пин ытла шкул ачи валли ĕç вырăнĕ йĕркелеме палăртнă. Çакна пурнăçа кĕртме республика хыснинчен 12, вырăнти хыснаран 10 миллион тенкĕне яхăн уйăрса хунă. Утă уйăхĕн 20-мĕшĕ тĕлне ĕçпе тивĕçтерекен службăсен пайĕсем 10 пине яхăн шкул ачине ĕçе вырнаçтарнă. Чи малтан ĕçпе тивĕçтерекен пайсем йывăр лару-тăрăва лекнĕ çамрăксене ĕçпе тивĕçтереççĕ. Çулталăкăн пĕрремĕш çур çулĕнче çакнашкал виçĕ пин çурă ачана пулăшнă. Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министрĕ – Алена Елизарова пелтернĕ тăрăх, Улатăр, Канаш, Çĕмĕрле хулисенчи çĕнетнĕ кадр центрĕсенче те çамрăксене пулăшас тесе ятарлă ĕç-пуç йĕркеленĕ. Ачана çак центрсене канашлама чĕнсе илеççĕ, тĕрлĕ ĕç вырăнĕ сĕнеççĕ, тĕрĕслев урлă кăлараççĕ, анлă сарăлнă тата кирлĕ профессисем çинчен каласа параççĕ. Çакă йăлтах шкул ачине çывăх вăхăтра ĕç вырăнĕ тупма пулăшĕ. Чăваш Республикин ĕçлевпе социаллă хӳтлĕх министерстви Ял-хуçăлăх министерствипе пĕрле кăçал ял хуçалăх пĕрлешĕвĕсенче те ачасем валли ĕç вырăнĕсем туса парас енĕпе тăрăшнă. 7 муниципалтитетра 16 ĕçе илекен 160 ĕç вырăнĕпе тивĕçтерет. Паянхи куна 84 ача уй-хирсенче тăрăшать, ĕçсенчен ытларах пайĕ çурлапа авăн уйăхĕсене лекет.
Back to Top