Вăрмарсем ентешсене пулăшаççĕ

«Пĕрлĕхре – вăй» тесе ахальтен каламан халăхра. Çак вăй-хăват йывăр вăхăтра пушшех те пĕлтерĕшлĕ. Чăваш Енре пурăнакансем ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене пулăшсах тăраççĕ. Черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ Вăрмар тăрăхĕнчен Запорожье хулине çитрĕ. Вăрмар тăрăхĕнчи Чулкаç ялĕнче пурăнакан Дмитрий Григорьев ятарлă çар операци пуçланнăранпа хăйĕн машинипе ентешсем патне 3 хутчен çитнĕ. Кăна вăл йăлтах чун ыйтнипе, халăх пулăшнипе тăвать. Хамрăннисене пулăшмаллине лайăх ăнланать арçын. ДМИТРИЙ ГРИГОРЬЕВ: «Хамăр ял халăхĕпе пуçтарăнса кăштах шухăшласа, калаçкаласа илтĕмĕр те хамăр ял ачисем мобилизованныйсем пурте Запорожский облаçра ĕнтĕ. Вĕсене кăшт пулăшас килчĕ. Кăмакасем, буржуйкăсем илсе кайса парас терĕмĕр». Тăван тăрăхри пулăшăва илсе çитерме Дмитрий Григорьев пин çурă километр ытла парăнтарнă. Хăш-пĕр самантсене телефон çине ӳкерсе пынă. Ял халăхĕ кар тăнă. Кам мĕнле пулăшма вăй çитерет: пĕрисем укçа пухаççĕ, теприсем япаласем хатĕрлеççĕ. Пĕрле вĕсем апат-çимĕçрен пуçласа тĕрлĕ хатĕрсем таран пуçтараççĕ. Çывăх вăхăтра ентешсем патне тепĕр пулăшу машинине çитересшĕн. ЛЕОНИД ПАВЛОВ: «Пулăшмалла, пуринпе те пĕрле пулмалла, туслă пулмалла, çыхăну пулмалла пĕр-пĕрин çумĕнче. Пĕтĕм килекен çынна пирĕн айккинчен пахса тăмалла мар – вĕсене те пирĕн пулăшу памалла». Элла Соколова та çак ĕçе хастар хутшăнать. Унăн мăшăрĕ халĕ ятарлă çар операцийĕнче. Халăх çапла пĕрлешсе ĕçленишĕн вăл та хĕпĕртет. ЭЛЛА СОКОЛОВА: «Пирĕншĕн вăл питĕ пысăк савăнăç. Пирĕн ентешсене, каччăсене, пире хӳтĕлекенсене, ман шухăшпа, питĕ пысăк пулăшу пек туйăнать, мĕншĕн тесессĕн унта вĕсене йывăр. Пирĕн пулăшу вĕсене хавхаланатрать, савăнтарать». Лилианăн ашшĕ инçетре пулсан та, вăл хĕрĕн асĕнчех. Ашшĕне валли хĕр пĕрчи ӳкерчĕк хатĕрлет. Çывăх çыннине çак пĕчĕк парне савăнтарасса, кăмăлне çĕклессе ĕненет. Ахальтен мар вăл кăвак тĕслĕ тӳпе ӳкерет. Апла пулсан, пĕчĕк Лилиана та çĕнтерӳ çывхарасса шанать.
Back to Top