Килĕшӳ çине килĕшӳ тăваççĕ. Питĕрти пĕтĕм тĕнчери экономика форумĕ хутшăнусем йĕркелемелли лапам. Чăваш Республикинчен хутшăнакан ушкăн нумай ĕçлĕ çыхăну турĕ.
Тĕрлĕ енпе пĕрлештернĕ курав, конференци, çавра сĕтел йĕркелемелле. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Омск облаçĕн губернатор тивĕçĕсене пурнăçлакан Виталий Хоценкопа тĕл пулсан çакăн пирки калаçса татăлчĕç. Суту-илӳпе экономика хутшăнăвĕсене ике регион малалла та йĕркелесе пырасшăн. Сăмах май, пĕлтĕр Чăваш Енпе Омск облаçĕн тавар çаврăнăшĕ 380 миллиард тенкĕпе танлашнă. Малашне инвестици проекчĕсем те пурнăçланмалла. «Т Плюс» пĕрлешĕвĕн тĕп директорĕпе Александр Вилесовпа Олег Алексеевич Чăваш Енри ăшă тытăмне аталантарма 3 миллиард тенкĕ уйăрасси çинче чарăнса тăчĕç. Вĕсенчен 2 миллиарда яхăн тенки – концесси мелĕпе.
Пĕрлешӳ 68 çухрăм ăшă сетьне улăштармалла. Чăваш Енри предпринимательсемшĕн те форум ăнăçлă пулчĕ. Чăваш Ен Санкт-Петербург хулипе тахçантанпах туслă. Иакинф Бичурин ăсчах, Петр Егоров архитектор ячĕсем те икĕ ене пĕрлештереççĕ. Хулара тата Ленинград облаçĕнче ултă пин çурă чăваш пурăнать. Чăваш Ен инвестици аталанăвĕн агенствипе хулари усламçăсемпе промышленниксен пĕрлĕхĕ килĕшӳ турĕç. Унпа килĕшӳллĕн икĕ тăрăхри усламçăсемшĕн те çул уçăлать. Туса илекен тавара вырнаçтарассипе пĕчĕк тата пысăк услампа ĕçлекенсен чăрмав пулмĕ. Улсамçăсен теми форумра малалла та тăсăлчĕ. Ĕçлĕ ирхи апатра Олег Алексеевич влаçра тăрăшакансем Чăваш Енре пĕчĕк тата пысăк бизнеса аталантарассипе мĕнле ĕçлени çинчен каласа кăтартрĕ. Промышленнăçа аталантарма патшалăх енчен пулăшу парасси юлашки 3 çулта 20 хутчен ӳснĕ. Усламçăсемпе çине тăрса ĕçленин çимĕçĕ те пур. Инвестици хывасси республикăра 25 процент ӳснĕ.