«Симĕс пушар». Пултăрана халăхра çапла калаççĕ. Ахальтен мар. Сарăлма тытăнсан чарма питĕ кансĕр ăна. Республикăра паян 938 гектар çĕр лаптăкне пултăран юрăхсăра кăларать. Вăл çĕре те наркăмăшлать, çын сывлăхĕшĕн те сиенлĕ. Ӳсен-тăрана ӳснĕçемĕн касса тăрсан, унăн тымарне йăвашлатса пырсан çеç пĕтерме пулать.
Пушă уйсенче, юханшывсем, çулсем хĕррипе ирĕклĕ çитĕнет çак тискер ӳсен-тăран. 4 метр çӳллĕш пулма пултарать. Пĕлтĕр вăл Чăваш Енре 800 ытла гектар çинче вăй илнĕ пулсан, республикăри ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăçал наркăмăшлă ӳсен-тăран лаптăкĕ пысăкланнă. Шăмăршăсемсер пуçне пур муниципаллă округра та унран шар кураççĕ. Етĕрне тăрахĕнче вăл 150 гектар çинче вăй илет. Йĕпреçсен те лаптăкĕ пысăк – 136 гектар. Куславккасем хыççăнах хăвалаççĕ. Кунта 90 гектар çинче пултăран сарăлать. Улатăр, Элĕк, Вăрнар, Йĕпреç, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Тăвай тăрăхĕсенче пултăранпа кĕрешмеллин пĕрремеш тапхăрĕ вĕçленнĕ. Сунчăк евĕр хитре курăнакансере пĕтерме хыснара 20 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Пур муниципаллă округра та пултăранпа кĕрешекенсемпе килĕшӳ тунă. Ĕçсене юпа уйăхĕччен вĕçлемелле. Сăмах май, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думинче те çак ыйтăва çĕклеççĕ. Депутатсем наркăмăшлă ӳсен-тăранпа кĕрешме ятарлă программа хатĕрлеме сĕнеççĕ. Пĕр çултах варман пек ӳсекен пултăрана пĕтĕмпех тĕп тума май çук. Çавăнпа та ку ыйту патне çитес çул та таврăнĕç.