Пĕчĕк паллăн пысăк пĕлтерĕшĕ

«Санăн QR-код пур-и?» текен ыйту паянхи кун чи анлă сарăлнисенчен пĕри. COVID-19 вирусран хӳтĕлекен прививка тунине е çак амака нумай пулмасть чирлесе ирттернине çирĕплетекен ятарлă паллă темиçе эрне ĕнтĕ суту-илӳ центрĕсен, апатлану вырăнĕсен тата тĕрлĕ учреждени алăкĕсене уçма ирĕк парать. Хăшĕ-пĕри çак çĕнĕлехе хирĕçлет, тепри вара «COVID-FREE» лапамра вăхăта сывлăхшăн пăшăрханмасăр ирттерме май пуррине пĕлтерет. Пĕри пăрăнса каялла каять, тепри кĕрет. Çапла, суту-илӳ центрĕсене тата халăх пухăнакан ытти вырăна прививка тунине ĕнентерекен QR-кодсăр иртме май çук паян. Йĕрки çапла. Тĕрĕслевçĕсемпе тавлашса хăш-пĕр саманта сӳтсе явакан та сахал мар. Пĕчĕк паллăн пысăк пĕлтерĕшне тата унăн усăлăхне медицина учрежденийĕсенче тăрăшакансем чи малтан туйса илнĕ. Республикăри вăрçă ветеранĕсен клиника госпиталĕн тухтăрĕ Игорь Эриванов COVID-19 амак çаклатнисемпе пандеми пуçланнăранпах ĕçлет. Ун чухне палатăра та, коридорта та пĕр-пек лару-тăру – кăшăллă вируспа чирленĕ пациентсем пулнине аса илет. Халĕ иртсе çӳре
Back to Top