Тăхăнмаллах пулĕ

Хальлĕхе маска хывма иртерех-ха. Чăваш Енре хӳтĕлев хатĕрĕсемпе малалла та усă курмалла пулĕ. Ытти чару йĕрки те вăйрах. Çак тата ытти ыйтăва тунтикунсерен Правительство çуртĕнче иртекен ларура сӳтсе яврĕç. Талăкне республикăра 60-70 çын кăшăллă вируспа аптранине тупса палăртаççĕ. Хисепĕ чакнă пулин те савăнма иртерех. COVID-19 амак чакнă тапхăрта малтан 30-40 çын чирленĕ. Çакна шута илсе чару йĕркисене хальлĕхе пăрахăçламĕç. Ларури тепĕр çивĕч ыйту – кинозалсем хута ярасси. 2016 çултанпа 18 муниципалитетра 20 кинозал уçнă. Анчах та çичĕ районта çак ĕçе пурнăçламан. Улатăр, Канаш, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк, Муркаш, Красноармейски тăрăхĕсенче кинозалсем хальлĕхе çук. СВЕТЛАНА
Back to Top