Чăваш Енри хуласемпе округсенче илем тата хăтлăх кĕртессипе малалла тăрăшаççĕ. Парксене, урамсемпе тĕрлĕ лапамсене çĕнетмелли вырăнсене çулсерен Раççей шайĕнчи конкурсра палăртаççĕ. Пăрачкавра, Улатăр, Çĕмĕрле хулисенче хĕрӳ ĕçсем пыраççĕ.
Улатăр – Чăваш Енри пуян историллĕ авалхи хуласенчен пĕри. Вăл 16 ĕмерте никĕсленнĕ. Кунта Ленин урамне тата Революци тӳремне хăтлăх кĕртĕç. Ĕçленĕ вăхăтра машинăсене вăхăтлăха çӳреме чараççĕ. Халĕ кунта ĕçе пурнăçлама чăрмантаракан йывăçсене касаççĕ. Малашне кунта курса тĕлĕнмелли, савăнмалли вырăнсем чылай пулĕç. Бульварта чечек ӳсмелли лапамсем, урамра лармалли вырăнсем йĕркелĕç. Пăрачкав тăрăхĕнче те ĕçсем пыраççĕ. Кооперативная урамра ача-пăча лапамĕсене, чечек лартмалли вырăнсене çĕнетĕç. Куçа илĕртекен капăр йывăçсем лартаççĕ, вĕсене шăварма ятарлă хатĕрсем вырнаçтараççĕ. Çынсене валли канма, япала туянма, вăхăта усаллă ирттерме тĕрлĕ лапам пулĕ. Усламçăсене суту-илӳ вырăнĕсемпе тивĕçтерĕç. Патшалăх пулăшнипе Çĕмĕрле хули те хăтлăрах пулĕ. Пионер пĕрлешĕвне 50 çул çитнине халалланă парк çĕнелĕ. Уçăлса çуремелли сукмак çĕр çулхи юман йывăççисем патне илсе çитерĕ. Палăртнă проектсем пурте вăхăтра вĕçленмелле. Хальлĕхе ĕçсем малалла пыраççĕ.
2 views
289
80
13 years ago 01:18:14 101
Трак енри “Чăваш пики-2012“-
2 years ago 00:02:41 0
Чăваш Енри кирпĕчсем
3 years ago 00:02:02 33
Мăкшă тата ирçе Чăваш Енре
2 years ago 00:01:32 2
Чăваш Енри хуласем илемленеççĕ
7 years ago 00:02:59 63
Республикăра «Чăваш Енри юн донорĕсем» проект вăй илет
7 years ago 00:02:53 0
Чăваш Енри 13 районта çураки планне тултарнă
8 years ago 00:01:15 13
Чăваш Енре сăвăрсем вăраннă
2 years ago 00:01:21 15
Чăваш Енри вĕрентекенсене - 200 пин тенкĕ
7 years ago 00:01:53 0
Чăваш Енри архив служби 95 çулта
5 years ago 00:01:21 93
Чăваш Енре 11 футбол уйĕ тăвĕç
8 years ago 00:01:53 39
Чăваш Енри хĕрсемпе каччăсем Сочири çамрăксен фестивальне хатĕрленеççĕ
12 years ago 00:03:45 68
Чăваш пики
6 years ago 00:02:43 58
Чăваш Енре нумай ачаллă çемьесене удостоверени пама пуçланă
1 year ago 00:04:17 0
Чăваш Енри Татьянăсем мĕнлерех-ши вĕсем?
7 years ago 00:02:41 4
Чăваш енрен Турцие çити...
6 years ago 00:02:49 0
Чăваш Енри Кадет корпусне вĕренме кĕнисен йышĕ паллă
4 years ago 00:03:15 39
Чăваш наци конгресĕн Аслă Пухăвĕ иртрĕ
8 years ago 00:02:44 0
Чăваш енри аграрисем çураки ĕçĕсен хăвăртлăхне ÿстернĕ
2 years ago 00:02:52 2
Эпĕ Чăваш Енре çуралнă
4 years ago 00:02:29 0
Сенаторсем Чăваш Енре пулчĕç
6 years ago 00:02:16 4
Чǎваш Енре пěтěм Раççейри виртуаллǎ концерт залě уçǎлчě