Пая кĕрсе улталаннă

Раççей Президенчĕ Владимир Путин Хушăвĕпе килĕшӳллĕн пая кĕрсе пурăнмалли çурт-йĕр туяннă çынсене хваттерпе тивĕçтермелле. Ку енпе час-часах тĕрлĕ кăлтăк сиксе тухать. Йывăр лару-тăрăва лекнĕ çынсене пулăшассипе Чăваш Республикин Правительстви, прокуратура тĕллевлĕ ĕçлет. Çынсене улталанă строительство организацийĕсен тĕлĕшпе 6 уголовлă ĕç пуçарнă. Вĕсем нумай хваттерлĕ 10 çурта вăхăтлă пурнăçа кĕртеймен. Следстви пĕтĕмĕшле тăкак 156 миллион тенкĕ тесе палăртнă. Шупашкарти Граждан урамĕнчи 6-мĕш çурта «Кратонстрой» компани кăçалхи пуш уйăхĕнче туса пĕтермелле. Калинин урамĕнчи 83-мĕш позицие çулталăк вĕçлениччен «Победа» компани пурнăçа кĕртмелл
Back to Top