Хăйсен ăсталăхĕпе тĕнчене илемлетеççĕ

«Хăвăн ăсталăхупа тĕнчене илемлет!» Çапларах янăрать «WorldSkills» чемпионатăн девизĕ. Чăваш Республики çамрăксем 9-мĕш çул ĕнтĕ çак проекта хутшăнса хăйсен ăсталăхне ӳстереççĕ. Кăçал финал пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, «Çамрăк профессионалсен» 9-мĕш Наци чемпионатĕнче Чăваш Енри пĕрлештернĕ ушкăн 8 медаль илме тивĕç пулнă. Çĕршыври 61 регион хушшинче пирĕн регион 13-мĕш вырăнта. Кăçалхи чемпионата çĕнĕлĕх нумай кĕртнĕ. Çамрăксем 17 компетенципе тупăшнă. Яшсемпе хĕрсем хăйсене робототехникăра, электроникăра, апат пĕçерес, тимĕр хĕртсе шăратас, кăмака тăвас ĕçре тĕрĕсленĕ. Шăпах çак компетенцисенче тупăшакансем кашни çул нумай. Кăшăл вирус алхаснине шута илсе республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç профессийĕсен чемпионатне хутшăнакансемпе видеоконференци мелĕпе калаçрĕ. Конкурсра палăрнă Чăваш Енри экспертсене, вăтам професси паракан 7 вĕрентӳ учрежденийĕн студенчĕсемпе вĕрентекенĕсене чысларĕç. Ăмăртура Чăваш Республикин пĕрлештернĕ ушкăнĕ 3 ылтăн, 2 кĕмĕл, 3 бронза медаль илме тивĕçнĕ. Унсăр пуçне 12 яш-кĕрĕме професси
Back to Top