Сунарçăсем тупăшрĕç

Маттур, хастар, патвар та вăр-вар. Шăпах çак енсемпе палăрса тăраççĕ те сунарçăсем. Хăйсен ăсталăхне тĕрĕслес, çĕнĕ паллашусем йĕркелес тата сунар вăрттăнлăхĕсемпе ытларах паллашас тĕллевлĕ хастарсене Елчĕк районĕнче Лащ-Таяпа ялĕнче иртнĕ сунарçăсен биатлонĕ пĕрлештерчĕ. Кирек епле сунарçăн та чи çывăх тусĕ – йытă. Хуçана туякан, кашни хушăва ăнланакан, вăрман уçлăхĕнче чăн-чăн тус пулса тăракан чĕр чун. Шăпах биатлона хутшăнакан кашни сунарçă тăватă ураллă тусĕпе ăмартăва çитнĕ. Сунарçăсен биатлонне Лащ-Таяпара пĕрремĕш хут пухăнмаççĕ. Хăйне еверлĕ ăмăрту ырă йăла пулса тăнă тейĕн. – Ырă йăлана пĕтер
Back to Top