Сергей Ипатьев Раççей шайĕнче конкусра тупăшать

Çĕршыв тăнăçлăхне упракан, йĕрке хуралне сыхлакан. Чăваш Енре «Халăх участковăйĕ» ята çĕнсе илнĕ Сергей Ипатьев халĕ регион чысне çĕршыв шайĕнчи ăмăртура хӳтĕлет. Çак чыса вăл 2-мĕш хут тивĕçнĕ. Мĕнре-ха çитĕнÿ вăрттăнлăхĕ? Çакна пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна тухса пĕлме тăрăшрĕ. Темиçе çул каялла тупа тунă сăмахĕсене Сергей Александрович паянхи кун та лайăх астăвать. Астăвать çеç мар, шантарнине хăйĕн ĕçĕпе, тĕслĕхĕпе çирĕплетет. Мĕн ачаран пакунлă тумпа çӳреме ĕмĕтленнĕскере çак ĕçе «халăха пулăшу кӳрес» туртăм илсе çитернĕ. Хăйĕн тĕллевне пурнăçа кĕртсе 15 çула яхăн тăрăшать вăл. Унăн тимлĕхĕнче Асхва тата Сухайкасси ял тăрăхĕсем. ЛЮБОВЬ АНТОНОВА: «Çăмăл участок теме çук ĕнтĕ, анчах та Сергей Александрович хăйĕн ĕçне юратни паллă, мĕншĕн тесен ăна участокра çеç мар, районта та халăх питĕ лайăх паллать, ачасем те, ваттисем те, çамрăксем те хисеплеççĕ». Çамрăк пулсан та, Сергей Александрович вырăнти чылай çынна паллать, вĕсен шухăш-кăмăлне те аван пĕлет. Халăха алă тупанĕ çинчи пек курса тăни ăна кулленхи ĕ
Back to Top