Чăваш Енре шкул театрĕсен «Асам» фестивальне пĕтĕмлетрĕç. 10 кун хушши тӳресем муниципаллă округсенчи шкул ачисен спектаклĕсене пăхса тухса чи лайăххисене суйларĕç. Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă ăмăртăва Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн Алла Салаевăн пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Муниципаллă тапхăрти тĕрлĕ номинаци çĕнтерӳçисене Чăваш патшалăх пукане театрĕнче чысларĕç.
«Асам» фестиваль çамрăк артистсен пултарулăхне уçма пулăшать. Шкул ачисем тĕрлĕ спектакльсенче тӑван ҫӗршыв, чӑвашлăх, туслӑхпа патриотизм темисене халалларĕç. Фестивале пурĕ 350 ытла театр куравне тӑратнӑ, унта 5000 яхӑн ача хутшӑннӑ. Çак вăхăтра çамрăк артистсем фестивалĕн паллă çыннисем ирттерекен ăсталăх лаççисене те хутшăнчĕç.
ЕЛЕНА ХОРЬКОВА: «Питĕ чунтан савăнатăп çак «Асам» фестиваль конкурса эпĕ те хамăн чуна, вăя, алла хунăшăн, мана çакăн пек тӳр килнĕшĕн. Эпĕ малтанах Порецкий тата Алатырь районĕнсене çӳрерĕм. Унтан Чуварлей ялĕнче пултăмăр эпир. Унта мастер-класс кăтартрăмăр. Ачасем тăрăшуллă. Вĕсене кăштах кăна пулăшмалла».
«Ку вӑл историне кĕрсе юлакан фестиваль, унта Шупашкарти пур шкул та хутшăннă», – терĕ Шупашкар хула администрацийĕн пуҫлӑхӗ Денис Спирин. Финала Шупашкар хулин 11-мĕш шкулĕнче, 5-мĕш гимназире, 4-мĕш лицейре тата 53-мĕш шкулта вĕренекенсем тухрĕç.
ПОЛИНА МИРОНОВА: «Фестиваль «Асам» мана питĕ килĕшрĕ. Пирĕн спектакль «Недоросль» ятлă. Эпĕ унта Простаковăна вылянă. Выляма мана çăмăл пулчĕ. Ман кунта тепĕр хут килес килет».
Çамрак артистсем тĕрлĕ номинацире тупăшрĕç. Чи лайăх арçын, хĕрарăм сăнарне калăплакансене, пĕчĕк роле туллин калăплакан артиста, чи лайăх режиссера палăртрĕç. Чи пуян декораци тăвакансем вара – Шупашкарти 5-мĕш гимназире вĕренекенсем. Вĕсем 100 000 тенкĕлĕх сертификата тивĕçрĕç.
ДАНИЛ ТЕРЕНТЬЕВ: «Мана диплом панă пирĕн спектакльшĕн. Номинацире «Лучшая мужская роль». Эпир «Посторонним вход разрешен» спектакль лартнă. Хатĕрленме маншăн питĕ çăмăл пулнă, мĕншĕн тесессĕн вăл мана питĕ килĕшет. Эпĕ юрататăп çак ĕçе. Эпĕ дагестанеца вылянă, Заур ятлине. Вăл мана питĕ килĕшрĕ. Шӳтлĕ роль. Ăна эпĕ лайăх вылярăм».
«Асам» пултарулăх ăмăртăвĕн республикăри тапхăрĕ чӳк уйăхĕнче иртĕ. Чи маттур артистсем регион тăрăх гастрольсене çӳреме тивĕç пулĕç. Палăртса хăвармалла, шкул театрӗсем йĕркелени федерацин «Хальхи шкул» наци проекчӗн тӗллевӗсене татса пама май парать.
1 view
356
83
2 months ago 02:50:34 1
Sam & Colby’s HAUNTED School: Our Journey To America’s Scariest Schools
2 months ago 00:02:48 1
Анет Сай, NILETTO - Не люблю? (Премьера клипа, 2021)
2 months ago 00:13:31 1
Резала старые джинсы, потом плакала от восторга DIY мастер-класс
2 months ago 01:10:47 1
Самая красивая мелодия в мире... Я плакала, когда услышала эту песню! Эту музыку можно слушать вечно
2 months ago 00:56:21 1
Честно про увеличение губ, филлеры, ботокс, SMAS- и RF-лифтинг. Врач-косметолог Амина Пирманова
2 months ago 00:03:46 1
Плакал на Аллее ангелов и просил прощения за свою страну: что увидел Тофуриус Максимус Крейн
2 months ago 00:05:21 1
ЛЁДЪ — Хребет Урала | [ПРЕМЬЕРА КЛИПА] | LYOD — Ridge of The Urals
2 months ago 00:06:09 3
Плакать можно. Про Миру и Гошу
2 months ago 00:20:36 1
САМЫЕ НЕЛЕПЫЕ ОБЛОЖКИ в истории музыки
2 months ago 01:14:23 1
Surviving A Week in OUR Demonic School PT 2 (WE SPLIT UP)
2 months ago 00:32:11 1
этот мод для Half Life 2 заставил меня плакать (чуть-чуть)
2 months ago 00:14:33 1
▶ Я плакал за церковь, потому что людей, которые вошли, было очень мало
2 months ago 00:23:49 1
Chaap Tilak | Ilahi Sufi Qawwali Women’s Ensemble | Live at Samā School of Music