Çулсерен вырăн хатĕрлеççĕ

Техника енĕпе хушма пĕлӳ памалли вырăн хисепĕ Чăваш Енре çулсерен ӳсет. Çĕннисем федераци тĕревне панипе уçăлаççĕ. Пĕлтĕр çеç 800 вырăн тунă, кăçал та çавăн чухлех уçма палăртаççĕ. Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура ачасене техника енĕпе хушма пĕлӳ парас ыйтăва уçăмлатрĕç. Паян Чăваш Енре вĕренӳ учрежденийĕсенче ачасене тарăн пĕлӳ парас, аталанма пулăшас тĕллевпе лайăх условисем туса параççĕ. Пĕлтĕр республикăра ачасене хушма пĕлӳ парассине аталантарасси çинчен концепци йышăннă. Унпа 2030-мĕш çулччен ĕçлемелле. Вăл шăпах техника енĕпе хушма пĕлӳ парассине аталантармалла. Пултаруллă ачасен центрĕнче талантлисем хăйсен ăсталăхне ӳстереççĕ. Пĕлӳ заведенийĕсенче технопарксемпе кванториумсем уçăлаççĕ. Республикăри шкулсенче 207 «Ӳсĕм лапамĕ» ĕçлет. Кăçал пилĕк уйăхра çеç хушма пĕлӳ илекенсен йышĕ пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен ик хут ӳснĕ. Вĕсен йышне тата пысăклатма палăртаççĕ. Çак тĕллевпе шкулсенче техника кружокĕсем йĕркелесшĕн. Шăпăрлансене техника енчен пултарулăха аталантармашкăн кванториумсене ытларах çӳретмелле. Çитес вĕренӳ çулĕнче тепĕр 15 шкулта «Ӳсĕм лапамĕ» центр уçма планлаççĕ. Хальлĕхе вăл Чăваш Енри шкулсен 50 проценчĕ пур. Çак йĕркепе ĕçленин витĕмĕ курăнать. Пĕлтĕр шкул пĕтерекенсен 12 проценчĕ физикăпа патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытнă. Информатикăна ачасен 19 проценчĕ суйласа илнĕ. Çакă, 2022-мĕш çултипе танлаштарсан, 5 процент ытларах. Олег Николаев ку енпе малашне те ĕçлемеллине палăртрĕ. Паллах, кадрсем хатĕрлес, вĕрентекенсен пĕлĕвне ӳстерес енĕпе те вăй хумаллине каларĕç ларура
Back to Top