Маттур та хастар, патвар та хăюллă, çирĕп кăмăл-туйăмлă. Çак енсемпе палăрса тăраççĕ те пăр çине тухакан спортсменсем. «Хăравçă хоккей вăййине суйламасть», – палăртаççĕ пăр çине тухакан хастарсем те. Çур ĕмĕр каялла “Пионерская правда“ хаçатра пĕтĕм çĕршыври çамрăк хоккейçăсене çĕнĕ турнира йыхравлакан чĕнӳ пичетленнĕ. Çапла «Ылтăн шайба» турнир çуралнă. Вăл паян та пин-пин ачана пĕрлештерет. «Ылтăн шайба» ăмăрту çулсерен анлăланса пырать. Паян акă, ăмăртăвăн регион шайĕнчи финалĕ иртрĕ. Сивĕ пăр çинче – вĕри юнлă çамрăк хоккеистем. Чăн-чăн хĕрӳ тупăшу спортсменсен чăтăмлăхне, çирĕплĕхне тĕрĕслет тейĕн. 3-мĕш вырăншăн тĕп хуламăрти «Полтинник» тата «Буйволы» хоккей ушкăнĕсем тупăшаççĕ. Çамрăк хоккеистсен чĕри кăлт-кăлт тапни, вĕсен ертӳçисем мĕнлерех хумханни сисĕнет. Финал тапхăрĕнче урăхла пулма та пултараймасть. Хастар спортсменсене, паллах, çывăх çыннисем хавхалантарма килнĕ. Ярославпа Святослав Муллинсем вара, хоккей вăййипе мĕн пĕчĕкрен туслă. Ашшĕ çулĕпе утаççĕ тейĕн. АНДРЕЙ МУЛЛИН: «Манăн икĕ ывăл хок
3 views
66
26
3 years ago 00:02:17 3
«Ылтăн шайба» – хĕрӳ тупăшу
5 years ago 00:02:28 101
«Елчĕк» ушкăн Раççейри «Ылтǎн шайба» ǎмǎртура палăрнă
5 years ago 00:00:45 208
Çĕнтерӳçĕсем - елчĕксем
5 years ago 00:02:57 1
Елчĕксем – республика шайĕнчи «Ылтăн шайба» çĕнтерÿçисем