«Ăçта ӳкессе пĕлнĕ пулсан улăм сарса хурăттăм», – теççĕ халăхра. Чăнах та, инкек пулассине пĕлсен кашни çын хатĕрленĕччĕ. Хатĕрленсен ăна çĕнтерме ансатрах пулмалла. Çак шухăша тĕпе хурса Етĕрне районĕнче Полянккă сали çывăхĕнче Чăваш, Мари Республикинчи тата Чулхула облаçĕнчи ветеринари тытăмĕн ĕçченĕсем пухăнчĕç. Виçĕ регионти выльăх тухтăрĕсем африка чумипе мĕнле кĕрешмеллине пĕрремĕш хут пĕрле ĕçре кăтартрĕç. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Етĕрне районĕнчи Полянккă салинчи сунарçă Чулхула олблаçĕнчи вăрмансенче хир сыснине тытнă. Ăна вăл тирпейленĕ, килне илсе килнĕ. Анчах та тепĕр темиçе кунтан унăн килти сысни чирлесе ӳкнĕ. Ăна пусма тӳр килнĕ. Вăл çур сыснине Мари Республикинчи тăванĕсенне кайса панă». Телее, ку вĕренӳ кăна. Кунта илнĕ пĕлӳпе ăсталăх инкек сиксе тухсан пулăшмалла. Вĕренӳ пулсан та йĕркене çирĕп пăхăнмалла – пурте хăйсен тивĕçне туллин пурнăçлаççĕ. Çул çинче сăнавпа пропуск тата карантин пункчĕсем йĕркеленĕ. Унта ĕçлекенсем хăрушлăх зонине кĕрекен тата тухакан техникăна дезинфекцилеççĕ, сыснасене, в