Чăваш Енре кăçал шывра 13 çын пурнăçĕ татăлнă. Вăл шутра пиллĕкĕшĕ – ача. Шывра ачасем путнин тĕп сăлтавĕ – аслисем пăхса çитерейменни. Çакна шута илсе синкерлĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем шывра мĕнле тытмаллине тепĕр хут ятарлă рейдсенче аса илтерчĕç.
Шăрăх çанталăкра кашниех çыран хĕрне çитесшĕн. Шыва кĕрсе чунне лăплантарасшăн. Темшĕн шывра хăрушсăрлăх йĕркине манаççĕ хĕвелтен аптранăскерсем. Йĕркене пăхăнмасан яваплăх тытма тӳр килет. Кăçал ака уйăхĕнчен синкерлĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем 82 протокл çырнă. Инкеке лекнисене вăхăтра пулăшмалла. Çак тивĕçе çăлавçăсем пурнăçлаççĕ. Республикăри шыравпа çăлав тытăмĕнче 91 çын. Вĕсенчен çÿрри ытла хăйсен ăсталăхне çирĕплетнĕ, 16-ĕшĕ ятарлă пĕлӳ илнĕ. Çапах та кашни пĕве е кӳлĕ хĕрне çăлавçа тăратаймастăн. Çынсен те яваплăрах пулмалла.
ГЕРМАН МАЙКОВ: «Аслисен путса вилнин сăлтавĕ вăл ятарласа хатĕрлемен вырăнта шăва кĕреççĕ. Нумайрах 75 процент путса вилнисем вĕсем ӳсĕр пуçпа шыва кĕнĕ чухне путса вилеççĕ. Çавăнпа шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ вырăна каяс пулать. Пирĕн республикăра тăхăр пляж ĕçлет. Унсăр пуçне ял тăрăхĕсенче ятарласа хатĕрленĕ 123 вырăн пур шыва кĕрме. Çак вырăнсенче хăрушсăрлă шыва кĕме пулать. Шыв тĕпне тĕрĕсленĕ».
Çулла пуçланнă çеç-ха. Çанталăк ăшăтсах пырать. Эппин, шывра хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнасси кашнин тивĕçĕ. Çакна асрах тытасчĕ. Тата тепĕр çивĕч ыйту вăл – шыв правилине пăхăнасси. Атăл тăрăх кимĕсемпе ярăнакансем кунта çул мар тесе шутлаççĕ пулмалла, йĕркене пăсаççĕ.
ГЕРМАН МАЙКОВ: «Пĕчĕк кимĕ çинче пилĕк çын вырăнне ултă çын ларнă. Çавăнпа та эпир пĕчĕк кимĕн водительне протокол çыртăмăр тата ытларах калаçрăмăр».
Шывăн турачĕ çук теççĕ халăхра. Çак сăмахсен пĕлтерĕшне яланах тĕпе хурса асăрхануллă пулма ыйтаççĕ синкерлĕ лару-тăру министерствин ĕçченĕсем.