Ĕç пуçараççĕ

Кăçалтан Раççейре çулçӳрев правилисене час-час пăсакансене явап тыттарма пуçлаççĕ. Çакăнпа тĕплĕнрех «Гарант» компани паллаштарать. Уголовлă кодекса кăрлачăн 10-мĕшĕнчен тепĕр статья хушăнать. Вăл нумай хутчен хăвăртлăха ӳстерсе е хирĕç выртакан çул çине тухнипе йĕркене пăсакансене явап тыттарма май парать. АНАСТАСИЯ ЕГОРОВА: «Енчен те çакнашкал водитель пĕрех руль умне ларса хирĕç выртакан çул çине тухрĕ е хăвăртлăха сахалтан та сехетре 60 çухрăм таран ӳстерчĕ пулсан, ăна уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Ку тĕслĕхре яваплăх çавнашкал пулма пултарать: 200 000 тенкĕ таран штраф хураççĕ, обязательнăй майпа е пусахласах ĕçлеттереççĕ, 2 çул таран ирĕкрен хăтараççĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла – хăвăртлăха ӳстернине е хирĕç çул çине тухнине палăртакан протокола çул çӳрев хăрушсăрлăх инспекторĕн çырмалла. Енчен те йĕркене пăснине çул çинчи камерăсем палăртсан, уголовла ĕç пуçараймаççĕ».
Back to Top