Ертӳлĕх команди

Ертӳçĕ пулас килет-и? Апла пулсан тупăшăва хутшăнма хатĕрлен. Çу уйăхĕн 22-мĕшĕнче республикăра 4-мĕш хут «Ертӳлĕх ушкăнĕ» конкурс пуçланчĕ. Унта çĕнтерекенсем валли министерствăсемпе ытти влаç тытăмĕнче ĕçлеме çул уçăлать. Конкурса камсем хутшăнма пултараççĕ? Малалла – тĕплĕнрех. Хальхи йышши ертӳçĕсен çĕнĕ шухăшсем, проектсем пурнăçа кĕртме пултарнисĕр пуçне хăйсем çине яваплăх илме хăрамалла мар. Унсăр пуçне лару-тăрăва тĕрĕс тишкерме пулăшакан ушкăн çумра пулмалла. Çавнашкал ертӳлĕх команди çеç республика, çĕршыв малашлахĕшĕн тăрăшса ĕçлеет. Патшалăх тытăмĕнче пысăк должноç илме ĕмĕтленекенсем хăйсене «Ертӳлĕх ушкăнĕ» конкурсра тĕрĕслеме пултараççĕ. Конкурсра тĕрлĕ предприятире ертӳçĕ тивĕçĕнче 3 çулран кая мар тăрăшнă 55 çул тултарман ĕçченсем тупăшма пултараççĕ. Паллах, аслă пĕлӳ пулмалла. Конкурсра хутшăнас кăмăллисен сайтра çурла уйăхĕн 29-мĕшĕччен регистрациленмелле. Юпа уйăхĕн 20-мĕшĕнче çурлма финал пулать. «Ертӳлĕх команди» конкурсăн юлашки тапхăрне 25 çынна суйласа илĕç. Юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче çĕнтерӳçĕсене палăртаççĕ.
Back to Top