Ырă ĕçĕн ячĕ пур

«Манăн хĕрес те çук, мĕн тумалла-ши тесен» пачăшкă хăйĕн ӳт çумĕнчи хĕресне хывса салтак çине çакса ярать. Гуманитари пулăшăвĕ леçме кайсан чăвашран кайнă çĕршыв хӳтĕлĕвçисене курмасăр каялла таврăнмасть. Лащ Таяпари Турă Амăшĕ çуралнă ячĕпе хисепленекен чиркӳ настоятелĕ Силуан атте кĕлĕ вуласа та, ырă ĕç туса та салтаксене пулăшать. Тулли мар мобилизаци пулсанах çĕршыв хӳтĕлевçисемпе юнашар вăл. Çамрăксем Чĕмпĕрти çар чаçĕнче тăнă чухне вăл унта кӳршĕ яла кайнă пекех çӳренĕ. Украина çĕрĕ çинче кăçал виçĕ хутчен пулнă Силуан аттене студие чĕнтĕмĕр.
Back to Top