«Культура» наци проекчĕ ырă çĕнĕлĕхсемпе савăнтарать
Пĕрисем çĕнĕ культура керменĕнче савăнĕç, теприсем вара кустăрмасем çинче куçса çӳрекен центр пулăшнипе чунпа канма пултарĕç. Вăрмар муниципаллă округĕнчи Ямпай ялĕнче 2 сăлтава пĕрлештерекен савăнăçлă уяв иртрĕ. Малашне юрă-кĕвĕ сасси унта çеç мар, Çĕмĕрле, Элĕк тата Çĕрпӳ тăрăхĕсенчи пĕчĕк ялсенче те тăтăшах илтĕнме пуçлĕ. Ырă çĕнлĕхсем çинчен малалла Юлия Адюкова репортёр каласа парать. Илемлĕ тум тăхăннă артистсем, хăнасем тата куракансем Ямпайри культура çуртне васкаççĕ. Пысăк тăхтав хыççăнхи ырă улшăнусене пурте хавас. ВАЛЕРЬЯН ИВАНОВ: «Пирĕн ялтан çамрăксем питĕ тухса тармаççĕ, хулара пурăнсассăн та кашни шăмат кун, вырсарни кун килеççĕ, вĕсене канма кирлĕ». 5 çул ытла ĕнтĕ ял халăхĕн чунпа канма, концертсем курма, пултарулăха аталантарма вырăн пулман. Малтанхи клуба юрăхсăр пулнипе авариллĕ тесе йышăннă пулнă. Халăхăн çивĕч ыйтăвне Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев татса пама сăмах панă. Кивĕ культура çуртне юсаса çĕнетме май пулманнипе вăл çĕннине туса пама шантарнă. Вăхăт иртнĕ. Каланине пурнăçа кĕртнĕ. Халĕ ĕнтĕ республика ертӳçи Ямпай халăхне пĕлтерĕшлĕ пулăмпа саламлама çитнĕ. – Çак клубсем, паллах ĕнтĕ, пушă тăмалла мар, уйрăмах каçхине, вĕсем çамрăксем валли те уçă пулмалла, унта тĕрлĕ енлĕ пулăмсем ирттерсе вĕсене çамрăксене валли усăллă пултăр тесе шухăшламалла. Кермене «Клуб йышши муницпалитет учрежденийĕсен строительстви тата модернизацийĕ» республикăри çумпрограмма пулăшнипе çĕкленĕ. Ăна тул енчен те, шал енчен те хăтлăлатса илемлетнĕ. Çĕнĕ сцена çине пĕрремĕш тухса юрлама, ташлама ачасем тивĕçрĕç. Телейлĕ ачалăх çулталăкĕнче çакнашкал концертсем лартса вĕсем куракансене татах та алă çуптарĕç-ха. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Культура министерствине республика Пуçлăхĕ хушнă ялти клубсене тепĕр хут пăхса тухса çĕнĕ программа пурнăçа кĕртмелле тесе. 2022-мĕш çулта çав программăна хатĕрленĕ, паян эпир çав клубсене уçса çав программăна пурнăçа кĕртсе пыратпăр». Клуб хăйĕн ытмане халăха çеç туртмасть иккен. Чĕкеç те йăва çавăрма çак çуртах суйласа илнĕ. «Эппин, çак пуçару ыррах», – палăртаççĕ ямпайсем. Уяв культура çурчĕн çывăхĕнче те иртрĕ. Анчах, унти сцена хăйне евĕрлĕхпе тыткăнларĕ. Вăл автобуспа çыхăннă. Унта юрласа ташлама тепĕр сăлтав та пур. Шăпах çак кун Çĕмĕрле, Элĕк, Çĕрпӳ муницпаллă округĕсен ертӳçисене Олег Николаев урапасем çинче куçса çӳрекен автоклубăн çăраççийĕсене пачĕ. Çĕнĕлĕхĕн пахалăхне, юсавлăхне артистсем тĕрĕслесе пăхса концерт ирттерчĕç. АЛЕКСАНДР НИКИФОРОВ: «Эпир, тен, пасар тапхăрĕнче пурăннăран, нумай культура сферинче ĕçлекен бюджет учрежденийĕсем пĕчĕк ялсене çитсе кураймаççĕ, çак программа вара шăпах май парать. Кам театра кайса çӳремест, е концертра час-часах пулаймасть, вĕсем патне çитме, вĕсемпе чуна уçса калаçма». Автоклубсене «Культура» наци проекчĕ пулăшнипе тивĕçтернĕ. Халиччен куçса çӳрекен клуб учрежденийĕсем республикăра Патăрьел тата Канаш муниципаллă оругĕсенче çеç пулнă. ЮЛИЯ АДЮКОВА: «Пĕр автобусра гримерка та, салтăнса тумланмалли пӳлĕм те, тата ытти те. Çак культура çурчĕ пĕр вырăнта тăрать пулсассăн, кустăрмасем çинчи культура центрĕ вара çитес вăхăтра Çĕмĕрле, Элĕк тата Çĕрпӳ тăрăхĕсенчи халăха савăнтарĕ».
1 view
385
160
3 weeks ago 00:39:01 1
В поисках Шамбалы | Зачем советское правительство отправило Рериха искать мистическую страну
3 weeks ago 00:47:39 1
Спектакль народного театра “А нам бы жить...“. Постановка Татьяны Пушковой.
4 weeks ago 01:16:21 1
Национальное своеобразие скуки: английский spleen, французский l’ennui, русская хандра
2 months ago 00:04:50 1
“ВЫЙДУ НОЧЬЮ В ПОЛЕ С КОНЁМ“. Поёт вся страна! #Музыкавместе #ПесниВеликойСтраны
2 months ago 00:03:08 1
Артем Пивоваров - Сьогодні (feat. ONUKA)
2 months ago 00:02:11 1
Поздравление с Днём рождения Народного Славянского радио от Валентины Малеевой
2 months ago 00:08:01 1
Сербская красная деревня Доня Локошница и ковроткачество Пирот, внесенное в список ЮНЕСКО…
2 months ago 00:00:00 1
SEVENTEEN Lights Up The Empire State Building in Partnership with UNESCO
2 months ago 00:00:56 1
Николай Цискаридзе - О конфликте стран / интервью #цискаридзе #николайцискаридзе #shorts
2 months ago 00:03:16 1
ГОСУДАРСТВЕННАЯ ПОЛИТИКА - ФОРМИРОВАТЬ У НАРОДА РАБСКОЕ САМОСОЗНАНИЕ
2 months ago 01:17:31 4
«От дружбы – Родина сильней!» онлайн-концерт к Дню народного единства.
2 months ago 00:04:11 1
“Народное гуляние левада“
2 months ago 01:23:15 6
Армянские гении: от кофе до покорения космоса. Презентация книги Тима Скоренко
2 months ago 02:11:55 1
Cultural Offerings by the Students of Sri Sathya Sai Schools | 7th National Convention| Oct 26, 2024
2 months ago 01:24:53 1
Михаил Хазин. Рухнет не какое-то одно предприятие, не одна отрасль или даже страна, а рухнет всё!
2 months ago 00:01:00 1
Лукашенко рассказал, почему богатейшие страны завидуют Беларуси
2 months ago 00:05:46 3
BRICS Culture Media Forum || Vladimir Putin || Moscow House of Nationalities || The Times of Russia
2 months ago 00:04:48 1
Странная смерть депутата Валерия Давыденко | Бизнес в агро | Latifundist
2 months ago 00:06:53 1
Путин едет по стране - ДДТ.
2 months ago 01:30:03 1
АРТАМОНОВ о работе разведчиком во Франции, Ротшильдах и борьбе масонов с традиционными ценностями
2 months ago 00:11:33 1
По Конституции РФ русский народ вообще не существует.
2 months ago 00:10:28 1
«Народ со мной сидит хороший». Еп. Афанасий (Сахаров) к матери. Слово новомучеников #43
2 months ago 01:45:52 1
Аргентина - как богатая страна стала нищей. Черный рынок, трущобы и культ Марадоны @staspognali
2 months ago 01:34:34 1
ГРАЖДАНСКИЕ СЕЗОНЫ | Лекция Николая Сванидзе «Великий перелом народного хребта»