Кăкшăм пĕви тасалчĕ. Эфир НТРК на чувашском языке

Çӳп-çап пуçтарнăшăн парнеллĕ пулчĕç. Паллах, пурте мар. Чи хастаррисем кăна. Вĕсем, шăпах чи нумай каяш пуçтарнă. Сăмах, «Таса вăйăсем» пирки пырать. Ку акци Чăваш Ен тĕп хулинче пĕрремĕш хут иртмест. Кăçал çак ырă пуçарăвă 50 çын ытла хутшăнчĕ. «Таса вăйăсем» акцинче 14 ушкăн тупăшать. Кам чылайрах каяш пухать, вăл çĕнтерет. Ушкăнсене çӳп-çап пуçтарма ятарлă лаптăк уйăрса панă. Çав вырăна вĕсем тирпейлеççĕ. Кашни япала уйрăм балл парать. Сăмахран, покрышкăсемшĕн кăна 10 балл илме пулать. Ырă пуçарăва ашшĕ-амăшĕсем ачисене те явăçтараççĕ. Аслисем кĕçĕннисене çут çанталăка юратма вĕрентеççĕ. «Таса вăйăсем» а
Back to Top