Çĕнтерÿ урокĕсем

Уроксенче – хаяр вăрçă кун-çулĕ çинчен… Ачасене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче кĕрешнĕ салтаксемпе, шар курнă хуласем пирки истори предметне вĕреннĕ вăхăтра çеç мар, ытти уроксенче те кăсăклăн каласа параççĕ. Чăваш Енри 8 вĕрентекен пĕтĕм тĕнчери «Çĕнтерÿ урокĕсем» конкурсăн пĕрремĕш тапхăрĕнче палăрнă. Вĕсенчен пĕри - Шупашкарти 28-мĕш шкулти музыка вĕрентекенĕ Ольга Крепышева. Паттăрлăх урокĕ мĕнлерех иртнине пирĕн пултарулăх ушкăнĕ сăнарĕ.
Back to Top