Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем

Патриотизм паянхи кун пиртен кашниншӗн малти вырăнта тăрать. Раççейшĕн çăмăл мар вăхăтра салтаксем ятарлă çар операцине хутшăнса çӗршыв чысне хӳтӗлеççӗ. Вӗсене тӗрев парас тĕллевпе шкул ачисем çыру çырса хавхалантараççĕ. Çак пуçару çĕршыв хӳтĕлевçишĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вĕсем кашни çырура çĕнтерӳ шанăçне, ĕненӳ хăватне туяççĕ. Çавна май, салтаксем хăйсем те хуравласа çырма май тата вăхăт тупнă. Салтаксем вăрçă хирĕнчен ăсатнă виç кĕтеслĕ çырусем çĕршыв шăпишĕн кулянакан кашни çыншăн хаклă. Фронтран килекен çырăва искусство произведенийĕсен шутне кĕртме пулать. Кашни вуламассерен çырури сăмахсем, йĕркесем чуна хумхатаççĕ.
Back to Top