Чи лайăх вăрман инспекторĕ

10-20 çул каялла вăрманçă пулнă пулсан, халĕ вăрман инспекторĕ. Саккуна улшăнусем кĕртсех тăраççĕ. Вăрманпа çыхăннă статьясенче вара пушшех те çĕнĕлĕх нумай. «Чи лайăх вăрман инспекторĕ» конкурсра тупăшакансем саккунпа çыхăннă ыйтусене ытларах хуравларĕç. Кăçалхи ăмăртăва 11 çын хутшăнчĕ. Ăна Çĕмĕрле тăрăхĕнче йĕркелерĕç. Пĕр сехетре 50 ыйтăвăн хуравне палăртмалла. Вăрман çинчен калакан саккунпа çыхăннисем ытларах та пулчĕç. Инспекторсем ыйтусем йывăр маррине калаççĕ, вĕсем саккунпа килĕшӳллен ĕçлеççĕ-çке, çавна май куллен усă куракан статьясене пăхмасар пĕлеççĕ тесен те йăнăш мар. Çакна тӳресем хуравсем тĕлне «хушас» паллă ытларах лартни те кăтартса пачĕ. Теори пайĕ хыççăн инспекторсем пӳлĕмрен уçă сывлăша тухрĕç. Вăрман лаптăкĕсене касма палăртмалли ĕçсене тумалла, саккуна пăсса йывăç каснă вырăна хатĕрлемелле, тăкак мĕн чухлĕ кӳнине шутламалла. Пур чăрмава та парăнтарса кăçал иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Шупашкар тăрăхĕнчи Станислав Васильев тата Улатăр тăрăхĕнчи Андрей Степанов пайларĕç. Йĕпреç вăрман хуçалăхĕнчи Александр Кондратьев вара чи лайăх вăрман инспекторĕ пулса тăчĕ. Çĕнтерӳçĕн республика чысне Раççей шайĕнче хӳтĕлемелле пулать. Ку конкурса çитес çул та йĕркелеме палăртаççĕ. Анчах та ăна тата та анлăлатасшăн, регионсен йышĕнче ирттересшĕн.
Back to Top