Çемьесене пулăшаççĕ

Раççей Президенчӗн Владимир Путинăн Хушăвĕпе сахал тупăшлă çемьере çитĕнекен 3 çултан 7 çулчченхи ачасем малашне пособи илсе тăрĕç. Пулăшăва республикăра сахалтан та 37 пин ача тивĕçĕ. Ку тĕллевпе хыснаран 1 миллирд та 600 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Халăха вара укçа вăхăтра çитменни пăшăрхантарать. Сăлтавне правительство çуртĕнче уçăмлатрĕç.
Back to Top