Ачаллă çемьесене - хушма патшалăх пулăшăвĕ

Ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма майсем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕтеççĕ. Саккун проектне Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн йышĕ ырларĕ. Вĕсенчен пĕри ачаллă çемьесене патшалăх енчен пулăшмалли хушма майсем çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртессипе çыхăннă. Вĕсемпе Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕн пĕрремĕш çумĕ Лариса Арсентьева паллаштарчĕ. Тӳрлетӳсем республикăн амăшĕн капиталĕпе усă курассине пырса тивеççĕ. Унпа усă курмалли право çуралсан ача çуратмалли çуртра хăварнă тата амăшĕ усрава пама килĕшнĕ ачасене шута илмĕç. Çавăн пекех саккун проектĕнче çемье капиталĕн укçин пĕр пайне ача вĕрентӳ енĕпе
Back to Top