«Ачалăхран тăнăçлăх пурнăçланать» ятпа Шупашкарти çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕн картишĕнче уяв иртрĕ. Унта пухăннă шăпăрлансем – паттăрсен ачисем, ятарлă çар операцине хутшăнакансен çывăх çыннисем. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те унта пулса курчĕ.
Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен мăшăрĕсем ачисемпе пĕрле уява пухăннă. Вĕсен йăл кулли ытлашшиех палăрмасть. Сăлтавĕ паллă ĕнтĕ – кил хуçисене каялла таврăнасса кĕтеççĕ. Шăпăрлансем вара вăйă, ташă картине хаваспах тăрса çамрăк артистсемпе хутшăнчĕç. Вылямалли лапамсем те кунта çителĕклĕ.
АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Спецоперацине хутшăнакансен çемйисене яланах тимлĕх уйăратпăр. Паянхи уява çак çемьесене, паллах, чĕнтĕмĕр ĕнтĕ. Паянхи уяв хăйсен пĕрлĕхне туйма пулăшать. Çемьесем эпир юнашар пулнине туйса илме пултараççĕ». «Çĕр çинчи пур ачан та кулмалла».
Ку асфальт çинчи ӳкерчĕксен конкурсĕн ячĕ. Çавăн пекех арçын ачасемпе хĕрачасем валли квест хатĕрленĕ. Пазлсенчен «Ачалăх» сăмаха пуçтармалла. «Кулă уйĕ», «Ташă хирĕ» эстафетăсем, сăн ӳкерĕнмелли ăсталăх класĕ иртрĕ. Ташăçăсен тупăшăвĕнче чи илемлĕ хускану тăваканнине палăртрĕç. Раççейре пĕрремĕш хут йĕркеленнĕ «Çĕршыв хӳтĕлевçи» фонд çинчен те каласа пачĕç. Унăн филиалĕ Шупашкарти Мускав проспектĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă.
ЕЛЕНА ЗАЙЦЕВА: «Эпир вĕсене пурне те кĕтетпĕр. Ачисемпе пĕрле. Яланах пулăшма хатĕр. Кунта вĕсем вырнаçма пултарĕç. Вĕсем тĕрлĕ пулăшусем илме пултарĕç. Унсăр пуçне вĕсене кунта инвалидностьне тутаратпăр, реабилитаци оборудованисем те пултаратпăр. Эпир ку фондпа вĕсене пурне те кĕтетпĕр».
1 view
380
111
2 months ago 00:03:49 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ “МАН ПУШКӐРТӐСТАН“ (“Мой Башкортостан“) . Сл. и муз. Ирины Саригель (Ирины Сухаревой)
2 months ago 00:03:50 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ. “МОЙ БАШКОРТОСТАН“. Сл. и муз. Ирины Саригель (Ирины Сухаревой)
3 months ago 00:03:14 1
МОЙ БАШКОРТОСТАН Сл. и муз. Ирины Саригель(Сухаревой). Исп. РАДИК ВАЛЬМУХАМЕТОВ, народный артист РБ.