Пулăшăн мар, тытма кăсăклантарать-мĕн

Юр çусан пĕрисем йĕлтĕрпе, теприсем çунашкапа ярăнма юратаççĕ. Хĕллехи пушă вăхăтра пулă тытса йăпанакансем те сахал мар. Юханшывсем пăрпа витĕннĕ-и е витĕнмен-и – вĕсем пăр çине васкаççĕ. Çăлавçăсем асăрхаттарнине те шута илмеççĕ пулăçсем. Виктор 30 çул ытла пулă тытма çӳрет. Çак вăхăтра пĕртте инкеке лекменнине калать вăл. Паян та вăл пулăра. Пăр хулăнăшĕ 12 сантиметртан сахал мар пулнине пĕлтерет. – Хăпарса сиксен те катăлмасть. – Халь пăр хулăнăшĕ çирĕп тесе шутлатăр ĕнтĕ эсир? – Çапла. Пăр хулăнăшне нихăçан та сиксе тĕрĕслеме сĕнмеççĕ çăлавçăсем. Анчах та Виктор кун пирки те илтмен, те пĕлмест. Пулăçсене çăлнине вăл пĕрре мар илтнĕ. – Сирĕнпе халь çăлăнмалли хатĕрсем пур-и пĕрле? – Юлташ пур. Юлташăн çăлăнмалли хатĕрсем пуррине эпир пĕлеймерĕпĕр. Вăл пирĕнпе калаçма кăмăл тумарĕ. «Пулă тытасси – хăйнеевĕр чир пуль тесе шутлатăп», – тет Виктор. – Эпĕ пулăшăн килместĕп çакăнта. Интересшĕн. Пулăшăн кунта килетĕп тенисем иккĕлентереççĕ. Çакăнта килсе çӳриччен вăлта хатĕрĕсене илсе техника çине укçа пĕтерсе ç
Back to Top