Паян Чăваш Ене Раççей Федерацийĕн промышленноçпа суту-илӳ министрĕн çумĕ Александр Морозов килсе çитрĕ. Ĕçле çулçÿревпе вăл «Промтрактор» тата «Элара» пĕрлешÿсен аталанăвне тишкерчĕ. Чăваш Енри промышленноç предприятийĕсенче Александр Морозов пĕрремĕш хут мар, çапах производствăри çĕнĕлĕхсене тата паянхи кун тĕлне мĕнлерех аталну пуррине вăл хăй куçĕпе курса хак пачĕ. «Промтрактор» пĕрлешÿ сăмахран производство калăпăшне ÿстернĕ, хатĕр продукцие сутлăха кăларас енĕпе те тивĕçлĕн ĕçлет. «Элара» пĕрлешÿре те Раççей Федерацийĕн промышленноçпа суту-илӳ министрĕн çумĕ пурнăçланса пыракан паллашрĕ, чукун ҫул техникин изделийӗсен производствин ертсе пыракан цехӗсене ҫитсе курса канашлу ирттернĕ. Унта «Раççей чукун çулĕсем» пĕрлешÿпе тачă çыхăнса ĕçлессине те сÿтсе явнă. Ятарлă проектсен пурнăçланăвĕ çинчен правительство çуртĕнче иртнĕ канашлура та сăмах пычĕ. Ĕçлĕ тĕлпулу çĕнĕ тĕллевсем йĕркелеме май панă. Çак шутра трактор завочĕсен концернĕ пурнăçа кĕртсе пыракан «Спик 2.0» проекта малалла аталантарасси те, «Раççе