Ачасен хăрушсăрлăхĕ аслисен аллинче. Кăçал çуллахи каникул пуçланнăранпа çеç республикăри ача-пăча клиника больницине 2159 хутчен пулăшу ыйтма килнĕ. Пушарсенче, аварисенче, шывра тата ытти сăлтава пула инкеке лекнĕ çул çитменнисем. Инкексен шучĕ иртнĕ çулхипе танлаштарсан, чакнă пулин те, çитĕннисен тимлĕхе çав-çавах çухатмалла мар.