Чăваш Енпе Узбекистан - туслă çыхăнусем аталанаççĕ
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Узбекистан Республикин Хусанти элчипе Фариддин Насриевпа тĕл пулчĕ. Унта вĕсем «Иннопром. Тĕп Ази» курав пĕтĕмлетĕвĕсене тепĕр хутчен сӳтсе яврĕç.
Чăваш Енпе Узбекистан хушшинчи çыхăнусем те çирĕпленсе пыраççĕ. Ял хуçалăх тытăмĕнчи малашнехи проектсене сӳтсе яврĕç тĕл пулура. Унсăр пуçне техника тытăмне аталантарасси çинчен калаçрĕç. Медицина туризмĕ енĕпе те хутшăнусем лайăхланса пырасса шаннине пĕлтерчĕ Фариддин Насриев. Уйрăмах медицина туризмĕ пирки сăмах пырать. Çавăнпа та Узбекистан элчине офтальмологи, реабилитаци енĕпе ĕçлекен центрсен ĕç-хĕлĕпе паллаштараççĕ. Фариддин Насриев Чăваш Республикин Пуçлăхне Узбекистанра Конституци улшăнăвĕсем кĕртесси енĕпе референдум ирттерме пулăшнишĕн тав турĕ. Унсăр пуçне утă уйăхĕн 9-мĕшĕнче Узбекистанра Президента суйлаççĕ. Чăваш Енре пурăнакан Узбекистан çыннисене сасăлава хутшăнтарма пур енлĕн майсем туса парассине шаннине пĕлтерчĕ вăл.
1 view
427
85
2 months ago 01:30:08 1
Декларация о государственном суверенитете Чувашии 1990 г. – что это было?